15:00 23 февраля 2023 г.
Чӑваш прозаикӗ, Герасим Харлампьев драматург ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Герасим Дмитриевич Харлампьев нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташра ҫуралнӑ. Хутар шкулӗнче, Чулхулари педагогика рабфакӗнче вӗреннӗ, Мускаври художество техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унӑн малтанхи произведенийӗсем – "Марфа", "Пӗр колхозра", "Вӗрентрӗҫ", "Турикасра туй пулать" пӗр евӗрлӗ пьесӑсем. Вӑл ачасем валли те нумай произведени ҫырнӑ. Унӑн "Тӑрна ташши" хайлавӗсене, "Пӗчӗк çеç юмахсем", "Ҫурхи кӗвĕсем, "Чуну таса пулсан", "Ытарайми çĕршывра" тата ыттисене те пысӑккисемпе ача-пӑчасем питӗ интересленсе вулаҫҫӗ.
Ҫак юбилей тĕлне Сител ял вулавăш пункчĕнче "Ўнерçĕ те, çыравçă та" кӗнеке куравĕ хатĕрленĕ. Оксана Хомуткина библиотекарь вулакансене паллӑ прозаик пултарулӑхӗпе тата хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. Пурнӑçĕ пирки тĕплĕн каласа кӑтартрĕ. Вулавӑшра упранакан кӗнекисене кӑтартрӗ, илсе вулама сӗнчӗ.
Первомайское сельское поселение Батыревского района