14:41 27 февраля 2023 г.
«Ват çын — тăват çын» - тенĕ чăваш мĕн авалтан. Ватта итленĕ, хисепленĕ, ун сăмахĕнчен иртмен. Паянхи ăру та авалхи йăласене пăрахмасть — хисеплĕ çынсене сума сăвать. Аслă Арапуçĕнчи территори пайĕнче те нумай çул пурăнакан ватăсене çавра çулĕсемпе саламласси ырă пулăма çаврăннă. Акă паянхи кун та çак йăлана малалла тăсса Сителти Иван Владимирович Козловăн юбилейĕ ячĕпе пуçтарăнчĕç. Çак 85 çул тултарнă кун ăна Первомайски территори пайĕн ертÿçи Анатолий Васильевич Сорокин саламларĕ. Çавăн пекех вăл Патăрьел муниципалитет округ пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвĕпе паллаштарчĕ, ăшă сăмахсем каласа малалла та ырăпа пурăнма сунчĕ. Унсăр пуçне Ванькка тетене Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Владимир Верликов чĕререн тухакан çепĕç сăмахсемпе ырласа нумай çул çирĕп сывлăхпа тăма каларĕ.
Иван Владимировичăн пурнăçĕ, унпа пĕр вăхăтри чылай çыннăнни пекех, çăмăл пулман. Вăл мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă, çитĕнсен те иртен пуçласа каçчен ĕçре тар тăкнă. Ытти шăпăрлансем пекех Ванькка тете аслисемпе пĕр тан уй-хирте тăрăшнă. Çитĕнсе вăй-питти пулсан Иван Владимирович шофера вĕренсе тухнă. Права илсен вара Аслă Арапуçĕнчи больницара водителе вырнаçнă. Унта вăл нумай çул вăй-хунă. Хăйĕн маттурлăхне, тăрăшулăхне пула ял çинче хисепе тивĕçнĕ.
Паянхи кун Ванькка тете ывăлĕн çемйипе пурăнать. Çулне кура вăл пĕрре те алă усса ларасшăн мар: выльăх патне те тухать, кил таврашĕнче кĕштĕртетет. Ывăлĕпе, кинĕпе, хĕрĕпе, мăнукĕпе тата ытти мĕн пур тăванĕпе хăпартланса кун кунлать маттур ĕç ветеранĕ.
«100 çула çитсе иртмелле те пултăр, ырлăх-сывлăхпа пурăн. Эс юнашар чухне пире питĕ лайăх», — теççĕ тăванĕсем юбиляра саламласа.
Первомайское сельское поселение Батыревского района