Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫак тӗнчене ачасене парнелетпӗр!

14:23 27 февраля 2023 г.

    Юрӑ ташӑ - чун уҫҫи тенӗ мӗн авалтан. Ҫапла илемлӗ кӗвӗ янӑраса кайсассӑн чун-чӗрере ӑшӑ туйӑм, савӑк кӑмӑл ҫуралать. Тус-тӑван, юлташ илӗртӳллӗ юррине шӑрантарса ярсассӑн вара пушшех те ырӑ пулса каять.
     Нарӑсӑн 24 - мӗшӗнче Сител клубӗнче шӑпах ҫакнашкал ҫутӑ ӗмӗт парнелекен "Ҫак тӗнчене ачасене парнелетпӗр" уяв концертчӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелӳҫӗсем кӑҫалхи Раҫҫейри Педагогпа наставниксен, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене халалларӗҫ. Ҫавӑн пекех культура ӗҫченӗсем ку мероприятинче вырӑнти пултаруллӑ ҫынсен ӑсталӑхӗпе те паллаштарма тӗллев лартрӗҫ.
    Пире мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе юратса ӳсӑллӑ канашсем парса, вӗрентсе пыракан вӗрентекенсен тата пирӗн пуласлӑх "чечекӗсен" ячӗпе иртнӗ концерта хамӑр ялти пикесен ушкӑнӗпе шкул ачисем, Аслӑ Арапуҫ территори пайӗнчи ытти ялсенчи ӑста юрӑҫсем, культурара вӑй хуракансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем кашниех пуян та питӗ интереслӗ, илемлӗ номӗрсем лартса парса куракансене тыткӑнларӗҫ. Ҫакна залра ларакансем пурне те тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламлани курӑмлӑнах ҫирӗплетет.
    Ҫӳллӗ шайра иртнӗ уявра вырӑнти артистсем вӗрентекенсене хисеплесе, ачасене юратса юрланӑ хушӑра тӑванлӑх, ҫӗршывӑмӑр ҫинчен те манмарӗҫ. Вӗсем ҫинчен те сахал мар илемлӗ те кӑсӑклӑ номерсем кӑтартрӗҫ.
   Сител клубӗнче иртнӗ пуян содержаниллӗ уяв тепӗр хутчен вырӑнти хамӑрӑн пултаруллӑ ҫыннӑмӑрсем тӗрлӗ енлӗ ӑстасем пулнине, юрӑ-ташӑра та маттуррине кӑтартатса пачӗ. Йӗркелӳҫӗсем концерта илем кӳнӗ пур артистсене, куракансене чунтан тав тӑваҫҫӗ, яланах пӗрле савӑнма йыхравлаҫҫӗ.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика