Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫӑварни уявӗнче савӑнчӗҫ

14:17 27 февраля 2023 г.

Çăварни, çăварни!
Çăварни килет, куртăр-и?
Çуркунне çитет, сисрĕр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?
     Мĕн авалтан пирĕн йăхташăмăрсем çуркунне çитсе пынине уявланă. Çанталăк çур енне улшăнсан Çăварни эрнине паллă тунă. Хальхи вăхăтра шăпах çуллă икерчĕпе сăйланса хаяр, сивĕ хĕл кунĕсене ăсатмалли тапхăр. Çак савăнăçлă вăхăта чăвашсем чунтан юратаççĕ. Сителсемшĕн те Çăварни питĕ кĕтнĕ те хаваслă уяв. Вĕсем кăçал та çулран-çул пыракан ырă пулăма малалла тăсса нарӑсӑн 24-мӗшӗнче асатте-асаннесен йăлисене хисеплесе хĕле ăсатса яма, çур кунĕсене кĕтсе илме пуçтарăнчĕç.
     Илемлĕ чăваш тумĕсемпе, çÿçеллĕ тутăрсемлĕ хĕрсемпе пикесем, çавăн пекех аслăрах ÿсĕмри хĕрарăмсем уяв сăн-сăпатне çутатса тăчĕç çав кун. Вĕсем шăрантарнă Çăварни юррисем пурин кăмăлне те хăпартлантарса савăк туйăм парнелерĕç.
     Ҫӑварни спорт вӑййисемпе те пуян пулчӗ. Ӑмӑртусене хутшӑнса мала тухма пултарнисене сумлӑ парнесемпе чысларӗҫ.
      Уяв ячĕпе Сителсене Аслӑ Арапуҫ территори пайӗн ертӳҫи Анатолий Сорокинпа ял хастарӗ Юрий Степанов чунтан саламласа ырлӑх-сывлӑх сунчĕҫ, яланах савӑнӑҫпа пурӑнма, телейпе ыр курма каларĕҫ.
     Çак кун уява хутшăнма хапăл тунисене пурне те çуллă икерчĕпе сăйларĕç. Маттур та ĕçчен поварсен кучченеçне пурте юратса тутанчĕç.
Çăварни кунĕсем халăхăмăр асăнче нумайлăхах йĕр хăварччĕр тесе мероприятине кăсăклă тума тăрăшрĕç, пурне те савӑнӑҫ парнелерӗҫ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика