Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи паттӑр та шанчӑклӑ юлташ

18:29 16 октября 2022 г.

Атте тесен лаштра юман тухать ума -

Хӑй лартнӑ йывӑҫ пек аттеҫӗм.

Аттесенче ҫемье тӗрекӗ кӑна мар,

Аттесенче - малашлӑхӑн кӗтречӗ.

   Чӑннипех ҫапла, атте - ҫемье тӗрекӗ. Вӗсем ҫумра чухне вӑйлӑ та шанчӑклӑ тӗрев пулнине эпир яланах туйса тӑратпӑр.

  Акă Сителти культура ӗҫченӗсем шӑпах хамӑрӑн чи хӑюллӑ та паттӑр ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чысласа "Чи паттӑр та шанчӑклӑ юлташ" мероприяти ирттерчӗҫ. Аттесен кунне халалланӑ уява шкул ачисем хутшӑнчӗҫ. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор савӑнӑҫлӑ мероприятине квест-вӑйӑ формипе йӗркелерӗҫ.

   Кунта ачасен тӗрлӗ станцисене ҫитсе кашнинчех хӑйне евӗр ӗҫсем пурнӑҫламалла пулчӗ. Ҫапла май вӗсем ашшӗсене ӳкерчӗҫ, атте ята тивӗҫнӗ паллӑ поэтсене сӑввисем тӑрӑх пӗлчӗҫ. Ҫавӑн пекех кашнийӗшӗн ашшӗ салтакра кам пулса ҫарта тӑнине палӑртрӗҫ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем "ҫӑлтӑр-атте" конкурсра тупӑшрӗҫ. Унта хутшӑнакӑнсем кашни вӑйӑ хӑйне майлӑ кӑсӑклӑ пулнине палӑртрӗҫ.

   Уява килнисене тата аттесене ачасем юрӑсем юрласа пачӗҫ. Илемлӗ салам сӑввисемпе саламлама та манмарӗҫ. Культура ӗҫченӗсем те уяв хуҫисене сывлӑхпа телей сунчӗҫ. Ачасем ашшӗсене юратма, хисеплеме вӗренччӗр тесе йӗркеленӗ мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика