Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ылтӑн кӗркунне - парнелерӗ илемне!

19:44 14 октября 2022 г.

Ылтӑн тумлӑ кӗркунне

Сапать пĕр вĕçĕм кĕмĕлне.

Тавралăх çулçă эрешпе,

Йăлтăртатать сар шевлепе.

   Ҫапла ылтӑн кӗркунне хӑйӗн илемӗпе илӗртет. Тавралӑх питӗ хитре, тӗрлӗ тӗспеле йӑлтӑртатса тӑрать. Калӑн Кӗр Пики ятарласа сӑррине шеллемен. Пур ҫӗре те ҫитме тӑрӑшнӑ тейӗн.

   Ку илемлӗ тапхӑра нуммайӑшӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫакна шутпа илсе, кӗркуннене хисеплесе Пукрав кунӗнче Сителти культура ӗҫченӗсем "Ылтӑн кӗркунне - парнелерӗ илемне" ятпа уяв ирттерчӗҫ.

  Мероприятине Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йӗркелерӗҫ. Вӑл питӗ интереслӗ пулчӗ. Кӗр кунӗсене юратакансем кунта самайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем кӗрхи вӑйӑсемпе конкурссенче хаваспах хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех илемлӗ юрӑсем шӑрантарса савӑнчӗҫ. Ҫулҫӑсен ташшине те чун каниччен ташласа киленчӗҫ. Кӗркуннене халалланӑ мероприяти пурне те килӗшрӗ.

   Уявра Оксана Хомуткина библиотекӑна килнӗ ҫӗнӗ кӗнекесенчен хатӗрленӗ куравпа паллаштарчӗ. Чи кӑсӑклисем пирки кӗскен каласа кӑтартрӗ. Интереслисене илсе вулама та сӗнсе хӑварчӗ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика