Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ан васка, эс ватлӑх, ан васка…

10:20 01 октября 2022 г.

     Ватта сума сусан ырлӑх курӑн эсӗ те ялан. Чăнах та, ҫапла вӑл. Асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем пулсан çемьере ăшăрах, тĕнче хитререх. Вĕсем мĕн пурнăç тăршшĕпех пулăшса пыни, ырă канашсем калани кун-çулăмăра самай лайăхлатать. Ваттисене юратсан пурнӑҫ ӑнса ҫеҫ пырать.
    Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче шăпах пирĕн чи сумлă та хаклă çыннăмăрсене хисеплесе кашни çулах ваттисен кунне паллă тăваççĕ, вĕсен умĕнче пуç таяççĕ. Сител ялĕн клубĕнче Оксана Хомуткина библиотекарьпа  Ирина Лякова культорганизатор йĕркеленипе тивĕçлĕ канăва тухнисене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта пыма кăмăл тунисене çак кун ячӗпе Патăрьел район депутачĕ Александр Иванов, вулавăш ĕçченĕ Оксана Хомуткина, ялти хĕр арăмсен канашĕн членĕ Нина Соколова ăшă та чуна çывăх ырă сăмахсемпе саламласа канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, çемье ăшши сунчĕç,
кучченеçсемпе сăйларĕç. Культура ӗҫченӗсем ирттернӗ мероприяти тӗрлӗ юрӑ-кӗвӗллӗ, сӑвӑллӑ, шӳтлӗ номерсемпе пуян пулчӗ.
     Уявра чи асра юлмалли вара – ялти пултаруллă та маттур юлташăмăрсем аслă çулхи тăванăмăрсене хисеплесе, вĕсен çамрăклăхне аса илсе кăтартса панă улах пулчĕ. Ăна культура ĕçченĕсем чăвашсен авалхи йăлисене манас марччĕ, асатте-асаннесен, хальхи ватăсен, пурнăçне тĕплĕнрех пĕлсе асра хăварасчĕ тесе йĕркеленĕ. Çак улахра хĕрсемпе- каччăсемпе пĕрлех уяв хуçисем те çепĕç юрăсем шăрантарчĕç, кăсăклă вăйăсем вылярĕç, ура хуçса ĕлĕххине аса илсе тăпăртатса ташларĕç. Пурте савăк кăмăллă пулса савăнчĕç.
      Мероприятире Нина Соколова ал ӑсти те пухăннă çулĕсемпе ватă та чунĕсемпе çамрăк тусăмăрсене хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ, чӑваш ҫи-пуҫӗсене еплерех тумаллине тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ. Куракансене чӑваш тумтирӗн илемӗн вӑрттӑнлӗхне уҫӑмлатрӗ.
     Ырӑ чунлӑ аслӑ та ӑслӑ юлташӑмӑрсем уявшӑн йӗркелӳҫӗсене тав турӗҫ, яланах пӗрле савӑнма хавассине кӑмӑлтан пӗлтерчӗҫ.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика