Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаваслӑн вӗлкӗшет Раҫҫей ялавӗ!

22:21 22 августа 2022 г.

Раççейӗн шурă-кăвак-хӗрлӗ тӗслӗ ялавне 1705 çулхи январӗн 20-мӗшӗнче çирӗплетнӗ. Ялав мӗнле пулассине, тӗсӗсене мӗнле вырнаçтарассине I Петӗр патша хăйех ӳкерсе кăтартнă.

  1991 çулхи августăн 22-мӗшӗнче РСФСР Аслă Канашӗ шурă-хӗрлӗ-кăвак тӗслӗ ялава тепĕр хут патшалăх ялавӗ тесе çирӗплетнӗ. Шăпах çав кунранпа августăн 22-мӗшӗ Раççей патшалăхӗн ялавӗн кунӗ шутланать. Ҫак пулӑм ячӗпе Сителти клубпа библиотека ӗҫченӗсем "Хаваслӑн вӗлкӗшет Раҫҫей ялавӗ" уяв ирттерчӗҫ.

  Культурăра вӑй хуракансем мероприятине икӗ пайлӑн йӗркеленӗ. Малтан уява пухӑннисене вулавӑш ҫуртне йыхравларӗҫ. Унта вӗсем виҫӗ тӗслӗ ялавӑн историйӗпе тӗплӗн паллашрӗҫ. Ҫавӑн пекех Оксана Хомуткина библиотекарь хатĕрленӗ презентацине тишкерсе тухрӗҫ. Вӑл каласа панӑ историллӗ пулӑмсене тӗплӗн итлесе киленчӗҫ.

  Уявӑн иккӗмӗш пайӗ усӑ сывлӑшра пулчӗ. Унта Ирина Лякова культорганизатор "Хаваслӑ старт" ирттерсе ачасене спортпа тата та ҫывӑхланма майсем туса пачӗ. Пӗчӗк юлташсем тӗрлӗ вӑйӑсенче ӑмӑртса савӑнчӗҫ.  

  Юлашкинчен уява пухӑннисем "Россия" юрӑпа пурте пӗрле флешмоб ташласа киленчӗҫ. Хӑйсем тӑван ҫӗршыва юратнине, унпа мӑнӑҫланнине ҫирӗплетрӗҫ.

  Культура ӗҫченӗсем ачасене ҫавӑн йышши паттӑрлӑх туйӑмӗсене ҫуратакан мероприятисен уссийӗ пысӑк пулнине палӑртрӗҫ. Вӗсенче ачасем хӑйсене, юлташӗсене, тӑван ҫӗршыва хисеплеме, хаклама вӗреннине ҫирӗплетрӗҫ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика