Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ПЫЛ уявĕ

11:04 15 августа 2022 г.

       Первомайски поселенийĕнче иртнĕ вырсарни кун кĕтнĕ уяв — пыл уявĕ иртрĕ. Уява ялти чи илемлӗ вырӑнта, «Первомайск» стадионта йĕркелерĕç. Поселенинче вăй хуракан культура ĕçченĕсем, вырăнти администраци ĕçченĕсем çак куна тӗплӗн хатӗрленчĕç. Кам çава, кам кĕреçе, кам сенĕк, кам кĕрепле йăтса тухрĕç. Уяв ирттерекен вырăна тирпей-илем кÿчĕç.

    Савӑнӑҫлӑ мероприятие Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров уçрĕ. Пурне те çĕнĕ уяв çуралнă ятпа саламларĕ, сывлăх, телей сунчĕ.

Çавăн пекех ял халӑхне саламлама район администрацин пуçлăхĕн çумĕ- экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ- Виктор Львов килсе çитрĕ. Вăл сăмах илнĕ май районти ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ, ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Ял халăхне малалла хастар та çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Пурне те çирӗп сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ырлӑхпа телей сунчĕ. Виктор Игоревич Первомайски ялĕнчи Савинов Иван Васильевича, Горшков Геннадий Васильевича, Ильметова Елена Петровнăна, Сорокин Василий Алексеевича Патăрьел районĕ 95 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ медальсене парса савăнтарчĕ.

Уявра Патарьел Ентешлĕхĕн ертÿçи — Александр Миронов та пулчĕ. Вăл Ентешлĕхĕн паллă хучĕпе "Çăлкуç" халăх ансамблĕн ертÿçине Владимир Верликова саламларĕ.

Çак кун ял тăрахĕнчи матур та хастар çынсене грамотăсемпе, тав хучĕсемпе чысларĕç. "Первомайски ял тăрăхĕн Хисеплĕ Гражданинĕ" ята ял старости Арсентий Иванов тивĕçлĕ пулчĕ.

 Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Шупашкартан уява пирĕн ентеш Алексей Казанцев, Диана, Виктор Шамбулин тата Юрий Петухов килсе хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Поселенинчи культура ĕçченĕсем, "Çăлкуç" халăх ансамблĕ, Пÿртлĕ ялĕн хĕрĕсем, кÿршĕ поселенинчи «Чемен хĕрĕсем» ушкăн та хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем ял халăхне юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç. Ял çыннисем вара пурне те хапăл туса кĕтсе илчĕç.

  Уявра  пыл- хурт усракансен куравне те йӗркелерĕç. Шупашкартан «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ, ăста утарçă- Роза Власова хăйĕн пыл кучченеçĕпе, тĕрлĕ пылсемпе килсе çитрĕ. Пÿртлĕ ялĕнчи Марина Сидорова, Надежда Сидорова, Аслă Арпуçĕнчи Николай Романов та хăйсем тытса пыракан утарти пылсемпе паллаштарчĕç.

Спорт ăмăртӑвӗсем те хӗрÿ иртрĕç. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Яланхи пекех, Сител ялĕн командисем çентерӳçĕсем пулчĕç. Футбол вăййинче пĕрремĕш, волейбол вăййинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Каншел- Пăлаçи Атăкри "Малалла" команди иккĕмĕш, Первомайски команди виççĕмĕш вырăнсем йышăнма пултарчĕç. Шашка- шахмат вăййисенче вара Лукин Марат, Андрей Сидуков тата Артем Савинов матур пулчĕç.

Уявра хӑнасемпе ял çыннисем чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхрĕç. Ăна ҫавӑнтах пысӑк хуранта культура ĕҫченӗсем пӗҫерчӗҫ.

"Пыл уявĕнче" асра юлмалли савăк самантсем нумай пулчĕç.

«Пур çынна та туслăх пĕрлештерет. Пурин те килĕштерсе пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Хамăр ялшăн хамăран тăрăшмалла, çамрăксем мĕнле пуласси те пирĕнтен нумай килет, - çак сăмахсемпе пĕтĕмлетрĕ уява Первомайски тăрăхĕн ертӳçи Владимир Федоров.

 

 

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика