Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫемье – тӑнӑҫлӑх утравӗ!

07:06 09 июля 2022 г.

Çемье — пĕршухăшлăх, хăват
Парса тăрать ĕмĕрлĕхе.
Вăл — чĕрери таса сăвап,
Упрать тек пирĕн пĕрлĕхе.
  Ҫемьере ырӑлӑх, юрату хуçалансан яланах йăл-кулă сăн
питре йăлкăшать, пурнăç чечекĕ илемлĕ çеçке çурать. Кашни çулах июлĕн 8-мĕшĕнче Петрпа Феврони çвятуйсен кунĕнче Ҫемье, Юрату тата Шанчӑклӑх уявне паллă тăваççĕ. Çак сăлтавпа Сителти культура ӗҫченӗсем те кӗҫӗн тата вӑтам ҫулсенчи ачасемпе " Ҫемье - тӑнӑҫлӑх утравӗ" мероприяти турӗҫ. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор ӑна квест-вӑйӑ мелӗпе йӗркелесе уяв илемне ҫутӑ сӑн кӗртрӗҫ. 
  Ҫак кунӑн символĕ– илемлĕ салтак тӳми чечекӗ. Культура ӗҫченӗсемпе пӗчӗккисем вӗсене ятарласа ӑсталарӗҫ.
 Квест-вӑйӑра ачасем тӗрлӗ станцисене ҫитсе ӗҫсем пурнӑҫласа тупӑшрӗҫ. Унта тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене, кроссворд хуравӗсене шырарӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӳкерчӗкӗн пӗрпеклӗхне тупрӗҫ, ҫутҫанталӑк кӗввисене уйӑрса палӑртрӗҫ. 
 Культура ӗҫченӗсем йĕркеленĕ мероприятинче ҫемье управҫисен Петрпа Февронин таса та сăваплă ĕçĕсене хисеп туса ҫаксен пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ. Ачасем кашни вӑййах хастар хутшăнса сумлă та асамлă уява питĕ интереслĕ те кăсăклăн ирттерсе ячĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика