Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пулӑ тытса савӑнчӗҫ

22:28 14 июня 2022 г.

Волейбол, футбол вӑййи,

Хоккейра вӑй-хал виҫни.

Шут хушсассӑн савӑнни–

Сывлӑха ҫирӗплетни.

 Ҫапла спортӑн тӗрлӗ енӗпе туслӑ пулни сывлӑхшӑн, ҫан-ҫурӑмшӑн питӗ усӑллӑ. Ҫак тӗллевпех Сител ялӗнче пурӑнакансем час-часах ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Акӑ Ҫветтуй Троицара ялти паркра вырнаҫнӑ кӳлӗ хӗрринче пулӑ тытассипе тупӑшу йӗркелерӗҫ. Ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Раҫҫей кунне те халалларӗҫ.

 Унта вӑлта тусӗсем савӑнсах хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче   пӗр сехет хушшинче кам чи пысӑкрах, кам чи нумайрах, кам чи пӗчӗк пулӑ тытассипе ӑмӑртрӗҫ.   Ҫапла вара хӗрӳ тупӑшура Андрей Матюшкин вӑлтине пуринчен те ытларах пулӑ ҫакланчӗ. Вӑл пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Геннадий Прискинпа Александр Егоров пайларӗҫ. Чи пысӑк пулӑ хуҫи– Константин Матюшкин. Чи пӗчӗккине Сергей Чернов тытса палӑрчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем кашниех призсене тивӗҫрӗҫ. Хавхалану парнине чи ҫамрӑк пулӑҫа Антон Шайманова парса чысларӗҫ.

 Тупӑшӑва хутшӑнакансене Патӑрьел район депутачӗ Юрий Степанов саламласа кашнинех ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫак ӑмӑртӑва йӗркелесе спортсменсене хавахалантаракан – ялти хастар ентеш Андрей Матюшкин пулчӗ. Эпир ӑна ҫамрӑксене спортпа кӑсӑкланма май туса панӑшӑн, парнесемшӗн тав тӑватпӑр. Унсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗсене тата пур ытти пулӑҫӑсене те яланах ӑнӑҫу, ҫитӗнӳ сунатпӑр.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика