13:12 12 июня 2022 г.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12 - мӗшӗнче —Раҫҫей кунӗ. Эпир тӗлӗнмелле ҫӗршывра пурӑнатпӑр. Кунта темиҫе тӗрлӗ халӑх туслӑн кун кунлать.
Сител ялӗнче шӑпах Раҫҫей кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Оксана Хомуткина библиотекарьпе Ирина Лякова культорганизатор йӗркеленӗ мероприятине тӗрлӗ ҫулти ачасем хаваспах хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
"Раҫҫейӗм- эсӗ пирӗн шанчӑклӑ юлташ" ятпа уҫӑ сывлӑшра иртнӗ уяв хаваслӑ пулчӗ. Йӗркелӳҫӗсем ҫак чӑн малтанах шкул ачисене Раҫҫей кунне паллӑ тума пуҫланин историйӗпе паллаштарчӗҫ. Унтан вӗсене савӑнӑҫлӑ вӑйӑсем выляттарчӗҫ. Тӗрлӗ спорт хусканӑвӗсем туса ачасем ҫан ҫурӗмӗсене ҫирӗплетрӗҫ.
Уяв ҫемӗпе хӑпартланнӑ юлташӑмӑрсем юлашкинчен Раҫҫей ялавӗсене тытса кам велосипедпа, кам мопедсемпе ярӑнса тухрӗҫ. Хӑйсем тӑван ҫӗршывне чунтан юратнине пӗлтерчӗҫ.
Культура ӗҫченӗсем ҫак мероприятине ачасене тӑван халӑха хисеплеме, вӗсенче туслӑх тата патриотлӑх туйӑмӗсем вӑйланччӗр тесе ирттерчӗҫ.
Первомайское сельское поселение Батыревского района