Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сителти турнир парнелерӗ ырӑ туйӑм

13:07 12 июня 2022 г.

 Сителсем яланах ӗҫре, уявра пит маттур пулнӑ. Пӗр-пӗрне сума суса хисеплеме те пӗлеҫҫӗ вӗсем. Акӑ кашни ҫулах Сител халăхĕ яланах хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тӑнӑ ентешӗмӗре Юрий Павлович Прискин ятне асра тытса волейбол турнирӗ ирттереҫҫӗ. Вӑл шăпах нумай çул хушши Аслă Арапуç ял тăрăхĕн депутачĕ пулса тăрăшнă, пĕрмай халăха пулăшмашкăн ăнтăлнӑ.  

 Волейбола юратакансене тата курма килнисене Патӑрьел район депутачӗ Юрий Степанов çак ырӑ пуçарушăн тав туса Юрий Павлович Прискин пек хастарсене манманнишĕн ырларĕ. Çавăн пекех спорта кăмăллакансене Юрий Павловичăн тăванĕсем саламларĕç, турнира килме вăхăт тупнишĕн мухтарĕç.    

 Кăçалхипе тӑваттӑмӗш çул иртекен ăмăрту пĕрле юлташĕсем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем йĕркеленипе çÿллĕ шайра пулчĕ. Унта волейбол выляса пилӗк ушкăн ăмăртрĕç. Пурте çак спорта чунтан юратнине хĕрÿ тупăшура çирĕплетсе пачĕç. Çапла вара "Сител», «Победа», «Олимп» ушкăнсем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене хăйсен хушшинче пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Куçса çÿрекен кубака "Сител" ушкăн тивĕçрĕ.  

 Палăртса хăвармалла турнирта шкул ачисем те пултаруллă вылярĕç. Çамрăк пулсан та аслă юлташĕсемпе пĕртан тупăшрĕç. Тăрăшулăхне кура вĕсене ятарлă призсемпе хавхалантарчĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика