Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ачалӑх сӑпки вылянтӑр пӗр чарӑнми!

20:42 01 июня 2022 г.

Ачалӑх — чи илемлӗ те таса вӑхӑт. Атте-анне, ҫывӑх тӑвансен юратӑвне туятӑн. Пурте ачашлаҫҫӗ, выляҫҫӗ санпа, ӑшӑ-ӑшӑ сӑмахсем калаҫҫӗ.

 Пирӗн ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑшӑлăхпа, юратупа киленсе ӳссен вĕсен малашлӑхӗ мӗнлерех пуласси палӑрать. Ҫак ырӑ туйӑмсене шӑпӑрлансене парнелес тесе аслисен тӑрӑшмалла.

 Кашни пĕчĕк тусӑн ачалӑхĕ савӑнӑҫпа тултӑр тесе ҫулсерен Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна паллӑ тӑваҫҫĕ. Ҫак ятпа тата пĕчĕкскерсене хисеплесе, вĕсенче пирĕн малашлӑх пулнине шута илсе Сител ялĕнчи культура ĕҫченĕсем "Ачалӑх сӑпки вылянтӑр пӗр чӑрӑнми" уяв ирттерчĕҫ. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор йĕркеленĕ мероприятин программи тĕрлĕ енлипе ҫӳллĕ шайра пулчĕ, пурин кӑмӑлне тивĕҫтерчĕ.

 Шкул ҫулне ҫитмен тата кĕҫĕн, вӑтам классенче ӑс пухакан ачасем уява пухӑнчĕҫ. Вĕсем тулли савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа сӑвӑсем каласа пĕр-пĕрне саламларĕҫ. Илемлĕ юрӑсемпе флешмоб ташласа киленчĕҫ. Унтан икĕ ушкӑна пайланса вӑйӑсене хаваспах хутшӑнчĕҫ. Кашнийĕшех кам еплерех маттур пулнине тепĕр хуччен кӑтарса ҫирĕплетрĕҫ.

 Шӑпӑрлансем вылянӑ-кулнӑ вӑхӑтра вулавӑшри ҫĕнĕ кĕнекесемпе те паллашрĕҫ. Каникул вӑхӑтĕнче вуламашкӑн килĕсене илсе те кайрĕҫ.

 Унтан пĕчĕк тусӑмӑрсем асфальт ҫине асӑнмалӑх илемлӗ ӳкерчӗксем турӗҫ. Кайран велосипедсемпе савӑнса ярӑнчĕҫ.

 Уяв пурин кӑмӑлне те ҫырлахтарчӗ. Малашне те пӗрле савӑнма вӑй-хӑват пачӗ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика