Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Турӑ сӑмахӗ пултӑр чӗре ҫумӗнче!

13:28 21 мая 2022 г.

 Паян - Иоанн Богослов кунӗ. Вӑл вун икӗ апостолсенчен пӗри пулнӑ. Еванглийӗн пӗр пайне ҫырса хӑвараканӗ. Иоанн Иисус Христосӑн чи юратнӑ вӗренекенӗ. Вӑлах тасалӑхшӑн, чӑнлӑхшӑн ҫунакан, пурнӑҫра тӗрӗслӗх ҫеҫ аталантӑр тесе тӑрӑшакан.

 Сител ялӗн чиркӗвӗ шӑпах ҫак Ҫветтуй ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ӑна Иоанн Богослов кунӗнче сӑвапланӑ. Унтанпа Сителти православи тӗнне ӗненекенсем майӑн 21-мӗшӗнче чиркӗвӗн престоллӑ праҫникне паллӑ тӑваҫҫӗ. Акӑ паян та кунта уяв литургийӗ иртрӗ. Унта хаклă та сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Кĕлле   Тӑрӑнти Ҫветтуй Николай ячӗллӗ чиркĕвĕн настоятелĕ Игумен Серафим Лялькин, Аслă Арапуçĕнчи Раштав кунӗнче сӑвапланӑ храм настоятелĕ Протоиерей Сергей Пегасов, Йӗпреҫ районĕнчи Кӗлӗмкассинчи Пукравра сӑвапланӑ храмĕн настоятĕлĕ Протоиерей Пантелеймон Пегасов тата Сител чиркĕвĕн настоятелĕ иермонах Александр ирттерчĕç. Савăнăçлă литургине итлемешкĕн ял çыннисем те чылайăн пухăнчĕç.

 Кĕлĕ хыççăн Çвяттуйсен ĕçне малалла вĕрентсе пыракансем пурне те уявпа саламласа сывлăх, килĕшÿпе тăнăçлăх сунчĕç. Яланах Турăпа пĕрле пулмаллине палăртрĕç.

 Сителсем ҫӳлти таса хӑватсем пире яланах вӑй парса, пулӑшса пынине ӗненеҫҫӗ. Ҫавна пулах Турӑ сӑмахне, пехилне чӗре ҫумӗнче упрама тӑрӑшаҫҫӗ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика