Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫӗнтерӳшӗн тав сана!

21:43 08 мая 2022 г.

Мирлĕ куншăн, ун лăпкă çутишĕн,

Пурнăçа вилĕмрен хăтарнишĕн,

Çĕршывра пур енче те йăлтах

Тахçанах тăхлан вучĕ сÿннишĕн

Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!

 Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ҫак кун Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ салтаксене чысламалли кун. Шел пулин те вӗсен шучӗ ҫулсерен чакса пырать.  

 Сител ялӗнче ҫак хаяр вӑрҫӑра тӑшмана хирӗҫ кӗрешнӗ ветеран - Василий Федорович Ляков пурӑнать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе 100 ҫулти паттӑра Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти ячӗпе Патӑрьел район депутачӗ Юрий Степанов, Патӑрьел район комиссарӗ Евгений Семенов, Патӑрьел район депутачӗ Николай Романов, Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Владимир Федоров, Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑх депутачӗ Николай Васильев мирлӗ пурнӑҫшӑн тав туса чун чӗререн Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламларӗҫ. Ҫирӗп сывлӑх сунса, яланах тулли пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма каларӗҫ.  

 Василий Федоровича Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем те саламларӗҫ. Вӗсем ӑна ҫутӑ пурнӑҫшӑн тав туса илемлӗ юрӑ парнелерӗҫ. Тепӗр Ҫӗнтерӳ кунне те пӗрле кӗтсе илме сывлӑхлӑ пулма хавхалантарчӗҫ. Паттӑр салтака, вӑрҫӑ ветеранне Аслӑ Арапуҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем маршировать туса чысларӗҫ. Ҫамрӑк ӑру унӑн ырӑ ӗҫне тӗслӗх вырӑнне хунине ҫирӗплетсе пачӗҫ.  

Василий Ляков чӑннипех, Сител ялӗн мухтава тивӗҫлӗ арӗ. Унпа эпир мухтанатпӑр, мӑнаҫланатпӑр!

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика