Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫук, манмастпӑр сире, паттӑр халӑх!

09:05 08 мая 2022 г.

  Çĕр çинче чи илемли - пурнăç, чи хăрушши – вилĕм. Эпир пурнăçа пурте питĕ юрататпӑр, анчах та пурнăçпа хавхаланса пурăнас ĕмĕте тăшмансем сĕмсĕррĕн таптаса тăкаҫҫӗ. Акӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӑватӑ ҫул кӗрленӗ. Ҫак вӑхӑтра миллионшар ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

  Ҫӗр йӑтайми хуйхӑ, инкек кӑтартнӑ ҫак хаяр вӑрҫӑ. Кашни ҫемьенех вӑл асаплантарнӑ. Тӗрлӗ ял-хуласенченех пин-пин паттӑр тӑшманпа ҫапӑҫма тухса кайнӑ. Анчах та Ҫӗнтерӗве пурте кӗтсе илеймен. Нумайӑшӗ паттӑрла ҫапӑҫса пирӗн ирӗклӗхӗшӗн пуҫӗсене хунӑ.

  Раҫҫейре кашни ҫулах Майӑн 9- мӗш тӗлне ҫак салтаксене асра тытса, вӗсен умӗнче пуҫ тайса "Вилӗмсӗр полк" акци иртет. Сителсем те вӑрҫӑра пулнӑ хӑйсен тӑванӗсемпе мӑнаҫланса акцине хутшӑнса утрӗҫ. Ятарласа хатӗрленӗ ветерансен, паттӑрсен сӑн ӳкерчӗкӗсене йӑтса пырса вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр вӗсен умӗнче парӑмра пулнине каларӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунне парнеленине шута илсе кашни паттӑрпах мухтаннине ҫирӗплетрӗҫ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика