Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫулӑм витӗр, ҫумӑр витӗр ҫак куна ҫывхарнӑ тар тӑкса!

07:51 08 мая 2022 г.

Ҫӗнтерӳҫӗм, пит инҫеччӗ эс пиртен,

Кӗл кӑварӗ пек сӳнеттӗнччӗ хуллен.

Ҫулӑм витӗр, ҫумӑр витӗр талпӑнса,

Сан пата эпир ҫывхарнӑ шӑвӑнса.

  Вăрçă… Çапла миçе миллион çыннăн куççульне тăкмарĕ-ши вăл? Миçе пин-пин салтакăн пурнăçне татмарĕ-ши? Çак хаяр та усал тăшман кашни килĕн алăкне шакканă. Кашни совет çыннин шăпине таптанă. Анчах пирĕн халăх парăнман, вутра çунсан та фашист ытамĕнчен хăтăлма пултарнă. Пире Ҫӗнтерӳ парнелесе мирлӗ пурнӑҫ туса пачӗҫ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăйсен вăйне, сывлăхне шеллемесĕр çĕнтерĕве çывхартнă салтаксене чысласа лартнă Сителти палăк умĕнче çак паттăрсене хисеп туса митинг иртрĕ. Унта Аслă Арапуç тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, район депутачӗсем Юрий Степановпа Николай Романов, Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑх депутачӗсӗм Владимир Верликов, Николай Васильев, Владимир Макаровпа Александр Иванов Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа поселенинчи пĕртен пĕр сывă Василий Федорович Ляков ветерана пире тăнăçлă пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

  1418 кун кĕрленĕ вăрçăра пирĕн ялтан 144 паттăр хаяр тăшманпа кĕрешнĕ. Çаксенчен 79 каялла таврăнса тăван çĕрĕн таса сывлăшĕпе сывлайман, ешĕл симĕс улăхĕсемпе утайман. Вĕсем çынсем кунран-кун вăрансан сарă хĕвелпе киленейччĕр, çут тĕнчепе савăнса пурăнччĕр тесе тăшман хирĕнче паттăррăн пуçĕсене хунă. Митингра кашнийĕшĕн хушаматне асăнса халăх пĕр минут шăп тăрса пуçĕсене тайрĕ, вĕсен çынсемшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсене нихăçан та асран кăларманнине çирĕплетрĕ.

  Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксене, ял-йыша çак сумлă кунпа саламласа Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем, шкул ачисем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа хавхалантарчĕç, чĕрисенче паттăрлăх туйĕмĕ çуратрĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика