Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мӑнкунра хӗвел те тухать ташласа

19:22 02 мая 2022 г.

 Мӑнкун чи ҫутӑ та таса уяв. Чӑваш халӑхӗ ӑна мӗн авалтан паллӑ тунӑ. Ҫак уяв ҫитессе пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.    

 Сителти культура ӗҫченӗсем Мӑнкун эрнине халалласа "Мӑнкунра хӗвел те тухать ташласа" мероприяти ирттерчӗҫ. Унта ялти хӗрарӑмсем хаваспах хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Мӑнкун йӑлипе килӗшӳллӗн тӗрлӗрен ятарласа хӗретнӗ ҫӑмартасем илсе пыни, чӑваш тумне тӑхӑнни уява илем кӳчӗҫ.    

 Мероприятине пуҫласа Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь ҫак кунӑн историйӗпе, тӗрлӗ вӑхӑтра еплерех паллӑ туни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Хӗрарӑмсем те хӑйсен пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ Мӑнкунпа ҫыхӑннӑ пулӑмсемпе паллаштарчӗҫ. Аслӑраххисем ҫак уявра Сӗрен чупни пирки аса илтерсе ӑнлантарса пачӗҫ. Хальхи тапхӑр ҫыннисене кун пирки пӗлмешкӗн питӗ интереслӗ пулчӗ.    

 Уявӑн малалли пайӗнче хӗрарӑмсем "Кам паттӑр?" вӑйӑ вылярӗҫ. Хӗретнӗ ҫамартасене шаккаса пӗр-пӗринпе тупӑшрӗҫ. Вӑйӑра чи паттӑрри Раиса Матюшкина пулчӗ.    

 Мӑнкуна мӗн ӗлӗкрен хаваслӑ ирттерме тӑрӑшнӑ. Ҫакна шута илсе мероприятине пухӑннисем хӑйсем ҫамрӑк чухнехине аса илсе юрӑсем юрларӗҫ. Ҫакӑнпа вӗсем тепӗр Мӑнкун уявӗччен тулли те савӑнӑҫлӑ, мирлӗ пурнӑҫпа пурӑнасчӗ терӗҫ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика