Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Диана Выросова пултаруллӑхӗпе тыткӑнларӗ

17:51 30 апреля 2022 г.

Илӗртӳллӗ Сител хӗрӗ

Чунӗпе вӑл сар чечек.

Ун ҫине пӑхсан чун савнӗ,

Пӗвӗ-сийӗ хурӑн пек.    

  Ҫапла чӑннипех чӑваш хӗрӗсем чи маттурисем те пултаруллисем. Вӗсем чиперлĕхпе, шалти тĕнчен пуянлăхĕпе тасалăхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ . Вăл хĕвел евĕрех йăлкăшса пикен илемлĕхне кӑтартать. Шӑпах ҫакӑн пек чун тасалӑхӗпе, хитрелӗхӗпе палӑрса тӑрать Сителти Диана Выросова та. Акӑ вӑл Пӑлапуҫ-Пашьел культура ҫуртӗнче иртнӗ "Ҫурхи пике 2022" конкурса хутшӑнса питӗ пултаруллӑ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетрӗ.    

  Хӗрсен тупӑшӗвӗ чӑннипех те илемлӗ те пуян пулчӗ. Сител пики кашни ӑмӑртурах хӑйне питӗ хитре те аван тытрӗ. Капӑр ҫурхи тумпа илемлӗн сцена тӑрӑх утса, куракансене хӑйӗнпе паллаштарса, пултарулӑхне кӑтартса, куракансене тыткӑнлама пултарчӗ. Диана сцена ҫинче питӗ маттур пулни конкурса тӗплӗн хатӗрленнине кӑтартса пачӗ.

 Ҫапла вара Сител ялӗн ырӑ та ҫепӗҫ, сӑпайлӑ та чечен хӗрӗ "Илӗртӳллӗ пике" номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Диана ҫакнашкал маттур пулни, культура патне туртӑнни пирӗн пуласлӑх, малашлӑх ҫутӑ пулнине тепӗр хут кӑтартса парса ҫирӗплетрӗ. Малалла та ăнăçу сунатпăр ăна ! Яланах пире хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарса тӑтӑр.    

 Эпир ҫак конкурса йӗркелесе пыракансене халӑха вӑхӑта усӑллӑ ирттерме май туса панишӗн тав тӑватпӑр. Ҫавӑн пекех Дианана хавхалантарма пынӑ тӑванӗсемпе, юлташӗсене чунтан ырӑ сӑмах калатпӑр.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика