Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи – эс вĕçĕмсĕр тĕнче!

15:28 27 апреля 2022 г.

Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,

Вăл пирĕншĕн ĕмĕрлĕхе.

Вăл ĕлĕххи, чи авалхи,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи!

 Чăваш чĕлхи чи çепĕççи, чи савăкки, чи хăватли, чи илемли. Вăл пуян та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн халăх тăван чĕлхе кунне уявлать.     

 Сител клубĕнче атте-анне парнеленĕ чĕлхене сума суса «Чăваш чĕлхи – эс вĕçĕмсĕр тĕнче!» уяв иртрĕ. Унта чăвашлăха упрас тесе çунакансем пухăнчĕç. Вĕсем Ирина Ляковапа Оксана Хомуткина культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ мероприятине хастаррăн хутшăнчĕç. Чăн малтанах çак чи хаклă кун ячĕпе пĕр-пĕрне саламларĕç. Унтан тăван чĕлхемĕре халалланă сăвăсене чуна хускатмалла каласа кăтартрĕç. Чĕкеç сасси евĕр шăранакан юрăсене юрласа савăнчĕç. Янăравлă кĕвĕçемĕн илемлĕ ташăсем ташласа киленме те манмарĕç. Уява хутшăннисем куракансен кăмăлĕсене туллин тивĕçтерме пултарчĕç.

 Мероприятире Ирина Лякова культорганизатор чăваш чĕлхи пирки ятарласа хатĕрленĕ викторина та ирттерчĕ. Уява хутшăннисем унти ыйтусене хаваспах хуравласа пысăк тавра курăмлă пулнине кăтартса пачĕç. Оксана Хомуткина библиотекарь чăвашлăхшăн çуннă ăсчахăмăр пултарулăхне хаклакан куравпа паллаштарчĕ. Çÿлĕксем çинчи кашни кĕнекене хак парса илсе вулама сĕнчĕ.

 Уява пуçтарăннисем #ЧăвашлаВаттисенСăмахĕ акцине те хутшăнма хапăл турĕç. Вĕсем асатте-асаннесен ырă каларăшăсене чунтан каласа пачĕç. Юлашкинчен пурте чăвашлăха упрамалли, ăна хамăр пултарнă таран аталантармаллине çирĕплетрĕç. Яланах чĕлхепе вăтанмасăр мăнаçланмаллине палăртрĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика