Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Атте сасси" кӗнеке презентацийӗ иртрӗ..

15:26 14 апреля 2022 г.

     Республикӑра хальхи вӑхӑтра "Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке 2020-2021" фестивалӗ пырать. Сител ял вулавӑш пунктӗнче ҫак фестиваль шайӗнче тӗрлӗ енлӗ мероприятисем иртрӗҫ. Унта ачасем тата "Ӑста алӑсем" клуб членӗсем чи хастар хутшӑнакансем пулчӗҫ. Акӑ паян та, ака уйахӗн 14-мӗшӗнче Сителти вулавӑш ҫурчӗн тусӗсем Ангелина Павловскаян "Атте сасси" кӗнеке презентацине пухӑнчӗҫ. Вулакансем хушшинче ирттернӗ опрос тӑрӑх "Чи вулакан кӗнеке номинацире (жанрсенче: проза, поэзи, драматурги)" ку кӗнекен чи пысӑк рейтинг пулчӗ.
​  Малтанах Оксана Хомуткина библиотекарь мероприятине хутшӑнакансене "Ҫулталӑк Кӗнеки-2020-2021" куравпа паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн питӗ кӑсӑклӑ роман авторӗн, Ангелина Павловскаян, пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вулакансем ӑна "Саланнӑ кӗлте", "Сапаскар хӗрӗ", "Вӗрене шывӗ те пылак" кӗнекесем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Кӑсӑклӑ та илӗртӳллӗ сюжет ӑсти, ҫутҫанталӑкпа этем чунӗн саккунӗсене лайӑх пӗлекенскер, республикӑри "Литературӑллӑ Чӑваш Ен: Ҫулталӑк кӗнеки – 2014-2015" конкурсӑн лауреачӗ.​
​ ​  "Атте сасси" кӗнеке - хальхи ялта пулса иртекен улшӑнусем ҫинчен, ял ҫыннисен савӑнӑҫӗсемпе йывӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа парать. Автор ялти пурнӑҫӑн ӳкерчӗксене питӗ тӗплӗн, ҫивӗччӗн, кашни утӑмнех уйрӑммӑн сӑнласа кӑтартать.
​ ​   Хальхи саманан хӑйӗн юхӑмӗ. Ҫамрӑксем пысӑк хуласене ӗҫлеме каяҫҫӗ. Кӗнекери геройсен те шӑпи ҫапларах. Анчах пӗрмаях мул хыҫҫӑн чупнӑ май, пуяс кӑмӑллӑ ҫеҫ ҫӳренӗрен чунӗсем хытаҫҫӗ, ҫемйисем арканаҫҫӗ. Ҫапах тӑван ен, ашшӗ-амӑшӗн килӗ хӑй патнелле туртать... Час - часах ашшӗ сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ, вӗсем каялла-киле таврӑнма йыхравлаҫҫӗ тейӗн.
​ ​  ​Киле таврӑнсан, кӗнекери герой, Асамат, тахҫан чечекленсе пынӑ колхоз ишӗлсе аннине, фермӑсем хупӑнса ларнине, машинӑпа трактор паркӗ пушанса юлнине, уй-хирсене хыт-хура пусса илнине курать. Пӗтӗм колхоза тытса тӑракан ял ҫыннисенчен нумайӑшӗ ку тӗнчепе сыв пуллашни ӗнтӗ . Ҫак лару-тӑрура мӗнпе илӗртейӗ-ши Асамата хӑйӗн сӑн-сӑпатне ҫухатса пыракан ял?
​   Мероприятине хутшӑнакансем "Атте сасси" кӗнекене хӑйсен хушшинче сӳтсе яврӗҫ. Автор ял пурнӑҫне чунтан юратса, сӑнарӗсене шеллесе ҫырнине, питӗ тӗл килтерсе калӑпланине ырларӗҫ.
​ ​   Юлашкинчен библиотекарь кашнинех кӑмӑлӗсене кайнӑ авторсен хайлавӗсемпе паллашма сӗнчӗ, вӗсене вуласа тухма кӑсӑклантарчӗ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика