Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сывлӑха ҫирӗплетсе утатпӑр йышпала

19:21 07 апреля 2022 г.

  Пурнӑҫра чӑн пирваях сывлӑх пирки шутламалла. Ҫак алӑпа тытайман япала чи хаклӑ тупра. Ӑна кашнийӗшӗнех упрама тӑрӑшмалла. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур ҫын тӗрӗс тӗкел ҫӳретӗр тесе пӗтӗм тӗнчипех Сывлӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Сителте те ку уяв ҫине яланах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Акӑ паян та Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор, ялти фельдшерпа акушер пунктӗнче вӑй хуракан Любовь Чернова фельдшерпа пӗрле "Сывлӑха ҫирӗплетсе утатпӑр йышпала" мероприяти йӗркелесе ирттерчӗҫ. Уява хутшӑннисене чӑн малтанах медицина ӗҫченӗ сывлӑха еплерех упрамалли пирки, тӗрлӗ чир-чӗр ан ҫулӑхтӑр тесен мӗнлерех сыхланмаллине каласа кӑтартрӗ. Вӑхӑтра больницана ҫӳресе хамӑра тӑрӗслеттерсе тӑнин те пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ҫирӗплетсе палӑртрӗ. Унтан культурара тӑрӑшӑкансем ялти маттурсене гимнастика тата ытти хусканусене тутарттарса тӑтӑш зарядка тунин усси пысӑккине каларӗҫ.                                                                                                

  Хальхи вăхăтра Раççейре «Пурнăç енне 10 пин утăм (10 000 шагов к жизни)» акци иртет. Шăпах Сывлăх кунĕнче Сителти аслăрах ÿсĕмри юлташăмăрсем унта хутшӑнчӗҫ. Культура тата медицинара тӑрӑшакансемпе пӗрле хастарсем çуран вунă пин утăм утса тухма ÿркенмерĕç. Çак фельдшерпа акушер пунктчĕнчен пуçласа стелла патне çити тăсăлакан дистанцие хаваспах парăнтарчĕç. Ку сывлӑхшӑн усӑллӑ пулăма пурте пĕр шухăшлăн пулса кунран кун ирттерме палăртрĕç. Пушă вăхăта телевизор е компьютер умĕнче мар уçă сывлăшра ирттермеллине ырларӗҫ.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика