Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йӑл-йӑл кулӑ пуриншӗн те пултӑр ырӑ!

15:39 01 апреля 2022 г.

       Кулар-и, савăнар-и?
        Ялан туслă пурăнар-и?
        Шӳтпеле йӑл-йӑл кулсан
        Пурнӑҫ пулӗ пит аван! 
   Чӑннипех кулӑш ҫур пурнӑҫ тесе калас килет. Ара пирте пӗрмаях савӑнӑҫлӑ кӑмӑл хуҫалансан ӗҫсем те кал-калтарах  пулаҫҫӗ.  Ӗмӗтленнӗ емӗтсене те ун пек чухне пурнӑҫа кӗртме ҫӑмӑлрах.
  Пӗлетпӗр ӗнтӗ, ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипех Кулӑш кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршывра ӑна тӗрлӗрен уявлаҫҫӗ. Кашнийӗшӗнех ҫирӗпленнӗ хӑйне  евӗрлӗ пулӑмсем пур. 
   Сителти культура ӗҫченӗсем те йӑланӑ кӗртсе кашни ҫулах Кулӑш кунне анлӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та клубра "Йӑл-йӑл кулӑ пирӗншӗн пултӑр ырӑ"  мероприяти ирттерчӗҫ. Унта кӗҫӗн тата вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисем пухӑнчӗҫ.  
  Уяв пуҫласа Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь Кулӑш кунӗн историйӗпе паллаштарчӗҫ. Унтан ачасене хаваслӑ викторинара ӑмӑрттарчӗҫ. Маттур та пултаруллӑ шӑпӑрлансем тӗрлӗ ыйту ҫине хуравласа питӗ  тавҫӑруллӑ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетрӗҫ.
   Уявӑн виҫҫӗмӗш пайӗнче культура ӗҫченӗсем ачасене "Хаваслӑ старта" йыхравларӗҫ. Кунта пӗчӗк туссем тӗрлӗ вӑйӑсемпе конкурссенче тупӑшрӗҫ.  Вӗсем мечӗкпе, хулахупсемпе выляса савӑнма та пултарчӗҫ. Ҫавӑн пекех уявра чи маттуррисем пӗр пӗрне кӑсӑклӑ анекдотсем каласа култарчӗҫ. 
  Шӳтпе кулӑш кунӗ ачасене савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ. Яланах ырӑ чунлӑ пулмаллине, кирек хӑш йывӑрлӑхра та ҫӗнтерме май пуррине вӗрентрӗ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика