Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литература кӑтартӑвӗ "Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ"

14:25 20 февраля 2022 г.

  Сител вулавӑш пункчӗнче ​ ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, журналист, общество деятелӗ, чӑваш халӑх поэчӗ П. В. Афанасьев творчестви тӑрӑх "Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ" литература кӑтартӑвӗ йӗркелерӗҫ. Ӑна вӑл çуралнăранпа 80 ҫул ҫитнине тата Чӑваш Республикинче паллӑ ҫынсен ҫулталӑкне халалларӗҫ. Порфирий Васильевич – Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши, Ф. Карим, И.Я. Яковлев ячӗллӗ премисен лауреачӗ.

​  Порфирий Афанасьев поэзире, прозăра, драматургире, куçару жанрĕнче ăнăçлă ĕçлет. Унӑн кĕнекисем: «Чун çути», «Сан ятупа», «Хĕвел хапхи», «Тав», «Каҫхи кӑвайт», «Писатели Чувашии» тата ыттисем те халӑх хушшинче анлӑн сарӑлнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Оксана Хомуткина пухӑннисене ​ Порфирий Афанасьев пурнӑҫӗпе, унӑн хайлавӗсепе паллаштарчӗ, унӑн сӑввисем тӑрӑх чӑваш композиторӗсем чылай юрӑ кӗвӗленине палӑртрӗ. Ҫав шутра Григорий Хирбю, Анисим Асламас, Филипп Лукин, Юрий Кудаков, Геннадий Максимов тата ытти композиторсем. Самах май, 2009 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хулин гимне ҫирӗплетнӗ, сӑмахӗсен авторӗ - Порфирий Афанасьев, кӗвви Филипп Лукинӑн.

​  Малалла мероприятире Сител клубӗн культорганизаторӗ Ирина Лякова поэтӑн ​ "Тӑван ялӑм", "Юратӑр тӗнчене" сӑввисене вуларӗ. ​ Уява хутшӑннӑ хӑнасем П.В. Афанасьев пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă «Сӑмах ӑсти - Порфирий Афанасьев» куравпа та паллашрӗҫ. Унӑн кӗнекисемпе нумайӑшӗ чунтан киленсе вуласа паллашрӗҫ.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика