Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раштавра савӑнатпӑр йышпала.

08:40 08 января 2022 г.

 Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав

Тӗлӗнтермӗш уявсем

Часах уҫӑлать чаршав

Хӑнара халь артистсем.

  Ҫапла, кӑрлачӑн ҫиччӗмӗшӗнче Сителти клуба вырӑнти артистсемпе куракансем савӑк кӑмӑлпа пуҫтарӑнчӗҫ. Вĕсем хĕллехи сивве пăхмасăр Раштав каҫне килме май тупрĕç. Маттур та пултаруллӑскерсене ялти вулавăш ертÿçи Оксана Хомуткинапа Ирина Лякова культорганизатор Раштав ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламларĕҫ, малашне те пĕрле килĕштерсе вăй хума, ҫулталӑка тулли пурнӑҫпа тата савӑк кӑмӑлпа ирттерме сунчĕҫ.      

  Уява культура ӗҫченсем вырӑссен паллӑ "Морозко" ятлӑ юмахӗн юхӑмӗпе йӗркелерӗҫ. Ялти артистсемпе куракансем ҫак произведенири Марфушкӑн кӑмӑлне ҫемҫетес тесе савӑнтарма тӑрӑшрӗҫ. Кахал хӗре юрас тесе пĕрле савăнса юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Раштав каҫӗнче тĕрлĕ тум тăхăннă геройсем те пулчӗҫ. Вĕсем хăйсен пултарулӑхӗпе куракансене ҫеҫ мар хӑнана ҫитнӗ Хӗл Мучипе Юр Пикене те тĕлĕнтерчĕç, пӗрле юрлаттарса ташлатарчӗҫ.  

   Уяв сӳрӗк кӑмӑллӑ Марфушка ырӑ енне улшӑннине, хӑй те ыттисем пек яланах маттур пулма шантарса пӗрле юрӑсем шӑрантарнипе вӗҫленчӗ.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика