Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫӗнӗ ҫул юмахӗ

13:12 31 декабря 2021 г.

Шак! Шаккать ак Ҫӗнӗ ҫул,

 Кӗтсе илме хатӗр пул.

Тигр ҫулӗ килтӗрех,

Кӑмӑл пултӑр ҫӳллӗрех!!!

   Чӑннипех кӗҫех Ҫӗнӗ Ҫул ҫитет. Ӑна пурте чунтан кӗтеҫҫӗ. Уява чаплăн, кăсăклăн кĕтсе илме тăрăшаççĕ.

   Акă Сителти клубра та çак кун ячĕпе ачасем валли уяв йӗркелерӗҫ.. Унта шăпăрлансем çеç мар, вĕсен пултарулăхĕпе курса савăнма аслисем те чылайăн пуçтарăнчĕç. Ачасене культура ӗҫченӗсем чӑн малтанах Калтун карчӑк Хӗл хуҫине вӑрласа уява пӑсни пирки юмахласа кӑтартса пачӗҫ. Уявра шӑпӑрлансем тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗҫ. Пултаруллӑскерсем куракансене савӑк юрӑсемпе, ҫӗнӗ ҫул ташшисемпе саламларӗҫ.

   Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, çĕнĕ çулти чи кĕтнĕ хăнисем – Хĕл Мучипе илĕртÿллĕ Юр Пике. Вĕсем уявран уява çÿресе пурне те саламлаççĕ, тĕрлĕ парнесем параççĕ, пылак кучченеçсемпе сăйлаççĕ. Сителти уява та çак асамçăсем килме хапӑл турӗҫ. Вӗсем ачасемпе пĕрле савăнчĕç, тĕрлĕ хитре тум тăхăннисене, сăвă каласа тĕлĕнтернĕ шăпăрлансене парнесемсĕр хăвармарĕç. Уява килнисене çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç, телейлĕ те сывлăхлă пулма пиллерĕç

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика