Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аннепе эпир телейлĕ!

12:34 29 ноября 2021 г.

« Анне! Ҫак ят чи ҫывӑх,

Чи чаплӑ ҫĕр ҫинче.

Пурӑнать вӑл ĕмĕр сывӑ

Кашни ҫын чĕринче».  

  «Анне» — çĕр çинчи чи çепĕç сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет. Ҫĕр çинчи пур чĕлхере те çак сăмах çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне чĕри — чи ырри, аннен алли — чи ăшши. Çак ырă та таса чунлă аннемĕрсене эпир кашни çулах чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче сума суса вĕсен кунне паллă тăватпăр. Чӳк уйăхĕн 25- мĕшĕнче шăпах çак çĕр çинче хĕвел евĕр хĕрÿ те çутă чи çывăх çыннăмăрсене хисеплесе Каншел клубĕнче «Аннепе эпир телейлĕ» концерт иртрĕ. Унта Аслă Арапуç ял тăрăхĕн культура тата библиотека ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем хатĕрленĕ уяв юрă ташăпа пуян пулчĕ. Культура ĕçченĕсем лартнă шÿтлĕ сценка, акăш евĕр ташланă ташши тата çавăн пекех çÿçенмелле вуланă сăвă та залра ларакан юлташăмăрсен кăмăлĕсене кайрĕç.    

  Уявра кашнинех кун çути парнеленĕ хаклă аннемĕрсене Аслă Арапуç ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Федоров пире юратма, хисеплеме, усалпа ырра уйăрма вĕрентнĕшĕн, яланах пулăшса тăнишĕн тав туса юман пек ҫирӗп сывлӑх, пархатарлӑ кун-ҫул, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, пысӑк хавхалану сунса ăшшăн саламларĕ. Вĕсене яланах хаваслă кăмăлпа çакăн пек иртекен концертсене тăтăшах килсе çÿремелле терĕ..    

  Уяв аннесен хаваслă ташă вăййипе вĕçленчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне çывхарса килекен çак паллă кунпа саламласа чун каничченех савăнчĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика