Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ылтăн кĕркунне сапаларĕ хĕлхемне!

08:58 16 октября 2021 г.

  Кĕркунне хаваслă уявсемпе пуян. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче мĕн ĕлĕкрен Пукрав кунне паллă тăваççĕ. Çак куна иртсе пыракан илемлĕ вăхăта хисеплесе, çывхарса килекен хĕллене кĕтме хатĕрленсе çынсем хаваслăн ирттерме тăрăшаççĕ.     Ку сарă та хĕрлĕ çулçăллă тапхăра эпир пурте килĕштеретпĕр. Çавăнпах ĕнтĕ асамлă вăхăта хисеп туса Сителте «Ылтăн кĕркунне сапаларĕ хĕлхемне!» мероприяти пулчĕ. Çак уява кăçалхи черетлĕ пултарулăх тапхăрне уçнă ятпа тата ялта пурăнакан хĕрарăмсен кунне те халалларĕç.

  Кĕркунне асамĕсене - ылтăн çулçăсен вĕл ташшине, вĕсен хитре те илемлĕ тĕсĕсене, çумăрăн çепĕç кĕввине – килĕштернĕрен мероприятие сителсем савăнсах хутшăнма хапăл турĕç. Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йĕркеленĕ праçникре куракансем юрă-ташăпа савăнчĕç, кăсăклă конкурсенче пĕр-пĕринпе хаваспах тупăшрĕç. Маттур та пултаруллăскерсем кашни вăйăрах хăйсен правурлăхне кăтартса кирек хăш лару-тăрура та малта пулма пултарнине çирĕплетрĕç.  

  Уявра «Кĕр парни» курав та хатĕрленĕ. Унта ÿркенмен маттурсем хăйсен аллипе кĕрхи çимĕçсенчен, çулçăсенчен тата ытинсенчен те ăсталанă тĕлĕнтермĕш ĕçĕсене вырнаçтарнă. Çак илемсене пурте курса тĕлĕнчĕç. Йĕркелÿçĕсем мероприятие хуштăннă хастарсене уявсемпе ăшшăн-ăшшăн саламласа кĕрхи кунсем пек тулăх та пуян кăмăлпа, çирĕп сывлăхпа пурăнма сунчĕç. Çапла яланах пĕрле савăнмашкăн вăй-хал, ырă туртăм пултăр терĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика