19:40 25 августа 2021 г.
Хальхи вӑхӑтра нумайӑшĕ хӑйсем пурӑнакан вырӑна таса тытса тӑма тӑрӑшаҫҫĕ. Ҫӳп-ҫапа пуҫтарнисĕр пуҫне тĕрлĕ илемлĕ чечексем лартса капӑр сӑн кӳреҫҫĕ. Ял халӑхĕ субботниксем те тӑтӑшах туса ирттерет.
Акӑ халĕ шӑпах "Симĕс Раҫҫей" акци тапхӑрĕ пырать. Сителти клубпа библиотека ĕҫченĕсем, старостапа ачасем пĕрле пухӑнса унта хаваспах хутшӑнма кӑмӑл турĕҫ. Ятарласа вырнаҫтарнӑ мусор ещĕкĕсем патĕнчи, автобус чарӑнӑвĕнчи кирлĕ мар япаласене пухса тасатрĕҫ. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрла ҫапӑҫса пуҫĕсене хунӑ салтаксен ячĕпе лартнӑ палӑк патĕнчи ҫӳпсене те шӑлса тасатрĕҫ. Хастарсем клуб ҫурчĕ таврашĕнче те илемлĕх, хӑтлӑх кĕртрĕҫ. Вĕсем тӑрӑшса ĕҫлесе хамӑр пурӑнакан вырӑнсем пĕрмаях тирпейлĕн курӑнччĕр, кунта сывлӑш та яланах таса пултӑр терĕҫ.
Первомайское сельское поселение Батыревского района