22:03 01 июня 2021 г.
Мĕн тери хавас ачалӑх
Ҫакӑ ҫутӑ тĕнчере.
Вӑйӑ-кулӑ, юрӑ-ташӑ
Шӑпӑрланӑн чĕринче.
Чӑннипех ачалӑх вӑл – ҫунатлӑ ӗмӗт-шухăш, вӑйӑсемпе савӑнӑҫ тӗнчи. Ҫавӑн пекех вӗренӳ тата аталану вӑхӑчӗ. Пирӗн ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑшӑлăхпа, юратупа киленсе ӳссен вĕсен малашлӑхӗ мӗнлерех пуласси палӑрать. Ҫак ырӑ туйӑмсене шӑпӑрлансене парнелес тесе аслисен тӑрӑшмалла. Кашни пĕчĕк тусӑн ачалӑхĕ савӑнӑҫпа тултӑр тесе ҫулсерен Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна паллӑ тӑваҫҫĕ. Ҫак ятпа тата пĕчĕкскерсене хисеплесе, вĕсенче пирĕн малашлӑх пулнине шута илсе Сител ялĕнчи культура ĕҫченĕсем "Мĕн тери хавас ачалӑх" уяв ирттерчĕҫ. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор йĕркеленĕ мероприятин программи тĕрлĕ енлипе ҫӳллĕ шайра пулчĕ, пурин кӑмӑлне тивĕҫтерчĕ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кĕҫĕн, вӑтам классенче ӑс пухакан ачасем уява йышлӑн пухӑнчĕҫ. Вĕсем тулли савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа сӑвӑсем каласа пĕр-пĕрне саламларĕҫ. Илемлĕ юрӑсемпе флешмоб ташласа киленчĕҫ. Унтан икĕ ушкӑна пайланса вӑйӑсене хаваспах хутшӑнчĕҫ. Кашнийĕшех кам еплерех маттур пулнине тепĕр хуччен кӑтарса ҫирĕплетрĕҫ. Шӑпӑрлансем вылянӑ-кулнӑ вӑхӑтра вулавӑшри ҫĕнĕ кĕнекесемпе те паллашрĕҫ. Каникул вӑхӑтĕнче вуламашкӑн килĕсене илсе те кайрĕҫ. Уяв ача паркĕнче вĕҫленчĕ. Унта пĕчĕк тусӑмӑрсем ятарласа вырнаҫтарнӑ карусель-чуччусемпе, велосипедсемпе тӑраниччен ярӑнчĕҫ.
Первомайское сельское поселение Батыревского района