Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уяв хаваслӑ иртрĕ.

21:23 30 мая 2021 г.

  Ачалӑх - ҫын пурнӑҫĕнчи чи савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ тапхӑр. Шӑпӑрлансем чи таса туйӑмлӑ та илĕртӳллĕ пулнипе кашнин чĕрине ҫунатлантараҫҫĕ.

    Июнĕн пĕрремĕшĕнче эпир Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна паллӑ тӑватпӑр.

   Ҫак паллӑ пулӑм ячĕпе  Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхĕнчи Анат Чакӑ ялĕнче паян уяв иртрĕ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнипе кашни яла панӑ ҫĕршер пинпе туса лартнӑ футбол лапамĕнче йĕркелерĕҫ. Анат Чакӑсем хӑйсен вӑйĕпе ку лаптӑка кӑҫал хӑтлӑлатма та вӑй ҫитернĕ. Уявра ятарласа шӑпӑрлансем  валли вылямашкӑн  ӑста алӑллӑ маҫтӑрсем туса вырнаҫтарнӑ  япаласемпе курса киленме, савӑнма май пулчĕ.

     Пирĕн пĕчĕк тусӑмӑрсене халалланӑ мероприяти ҫӳллĕ шайра иртрĕ. Ӑна Патӑрьелĕнчи культура ҫуртĕнче ачасемпе тата ҫамрӑксемпе вӑй хуракан методист Вера Яндыкова ертсе пычĕ. Уявра Владимир Верликов, Валерий Фролов, Вера Матвеева хаваслӑ юрӑсем шӑрантарса савӑнтарчӗҫ. Ҫак ялти шкул ачисем Галина Яковлева культорганизатор тӑрӑшнипе ташӑсем ташларĕҫ, сӑвӑсем каласа вӑхӑта хаваслӑн ирттерчĕҫ.

    Уяв ячĕпе куракансемпе ял халӑхне Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхĕн пуҫлӑхĕ Владимир Федоров саламларĕ, чи маттур та пултаруллӑ ӑстаҫӑсене хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Ҫавӑн пекех салам сӑмахĕсене Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗсем Юрий Власовпа Николай Пазухин, тата Анат Чакӑ ялӗнче пурнакан предпрениматель   Леонид Шашкин каларĕҫ. Шӑпӑрлансен яченчен Пашкин Кирилл тав сӑмахӗ каларӗ.

     Юлашкинчен ҫапла яланах пĕрле ĕҫре те, уявра та пулмаллине палӑртса хӑварчĕҫ.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика