20:46 27 мая 2021 г.
Районти "Паттӑр" ФСК залӗсенче О. Камышев тренер ачасене каратен кумите тата ката мелӗсемпе кӗрешме хӑнӑхтарма тытӑннӑранпа икӗ ҫул ҫеҫ иртрӗ. Апла пулин те ҫитӗнекен ӑрура шанчӑк курать Олег Геннадьевич. Секцисене ҫӳрекенсен пӗрремӗш ҫимӗҫӗсене пуҫтарма та тытӑннӑ ӗнтӗ. Акӑ, Улатӑр хулинче Мария Лазарева депутат парнисене ҫӗнсе илессишӗн пынӑ турнирта Кристина Иванова 10-11 ҫулсенчи ачасемпе тупӑшӑва тухса кумите тата ката мелӗсемпе кӗрӗшсе икӗ ылтӑн медаль, грамотӑсем, парнесем ҫӗнсе илче. Е. Краснова катара иккӗмӗш пулчӗ.
Ҫавӑн пекех район чысне хӳтӗленӗ К. Шарафуллина, А. Солдатов, Б. Осипов, И. Атаказов хӑйсен виҫе категорийӗсенче- чемпионсем. К. Мурдаков, Т. Басыров пӑхӑр медальсене тивӗҫрӗҫ. И. Иринев кӗмӗл медальпа таврӑнчӗ.
Ивановсем О. Камышев тренер патне иккӗн те ҫӳреҫҫӗ. Кристина тетӗшӗ Саша турниртан иккӗмӗш вырӑнпа, ҫӗнтерӳ патне талпӑнакан грамотӑпа килчӗ.
Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Комсольски, Патӑрьел районӗсенчен, Ульяновск, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен ытти ҫӗртен хутшӑннӑ турниртан ҫакнашкал ҫитӗнӳсемпе таврӑнни чыслӑ.
Первомайское сельское поселение Батыревского района