Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи сăваплă вырăна тасатса тирпейлерĕç

19:43 17 мая 2021 г.

  Ялти чи таса та сăваплă вырăнсенчен пĕри вăл масар шутланать. Унта пиртен уйрăлса кайнă тăвансем, юлташсем, пĕлĕшсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Вĕсем «çывăракан» вырăнсене тирпейлесе тăрасси вăл ялти кашни çыннăн тивĕçĕ.      

  Çакна шута Патăрьел райăнĕнчи Сителте пурăнакансем пĕр шухăшлăн пулса ир-ирех ĕç хатĕрĕсемпе масар çине пуçтарăнчĕç. Район депутачĕ Юрий Степанов ертсе пынипе субботник ирттерчĕç.      

  Ял халăхĕ кунти çÿп-çапа, пĕлтĕрхи çулçăсене, вăрăм ÿссе кайнă курăка пуçтарчĕç. Çавăн пекех хуçăлса ÿкнĕ туратсене, кансĕрлекен чăрăш, хыр лăссисемпе хунавĕсене касса тасатрĕç, масара çĕнĕ сăн-сăпат кĕртрĕç.      

  Сителсем çакăн йышши субботниксене тăтăшах ирттерме тăрăшаççĕ. Çынсем кун йышши ырă пулăмсене хапăлласах йышăнаççĕ. Паянхи пархатарлă ĕçе те ял халăхĕ йышлăн тухрĕ. Кашни килтенех пиртен кайнăскерсем канлĕх тупнă вырăнсене тасатма пычĕç, никам та манăн вăхăт çук тесе айкинче тăрса юлмарĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика