Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Петр Владимирович Фролов 80 çулхи юбилейне паллă турĕ

11:27 17 октября 2022 г.

     2022 çулхи Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Петр Владимирович Фролов  80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ял администрацийĕнче тăрăшакансем Наталья Кузнецова тата Галина Гордеева, ялти хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçи Людмила Ежова юбиляра Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн, Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Тав хутне парса саламларĕҫ, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕҫ.

Петр Владимирович çак тăрăхрах йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăтам пĕлÿ илес тĕллевпе 8 класс пĕтерсен каçхи шкула çÿреме тытăннă, анчах та ҫемьери йывăрлăхсене пула вĕренсе пĕтерме май килмен. Вырăнти ял хуçалăхĕнче специалистсем çитменрен лаша ферминче ĕҫленĕ, каярах ĕне ферми ертÿçи, бригадир пулма та ăнах шаннă. Петр Владимирович шаннă ĕçе турĕ кăмăлпа, 20 çула яхăн пурнăçланă. Халăхпа килĕштерсе ĕçленĕ, ир-ирех правленине тухса кайса планерка ирттернĕ, ял çыннисем патне çитнĕ, ĕçе хăваланă. Кăшт кăмăлсăртарах пулнă самантсем те пулнă пулĕ, çапах та малалла çилле хăваламасăр ĕçленĕ. Сывлăх пур чухне пурин те утмалла, кил хушшинче урлă выртакан каскана тăрăх çавăрмалла, малашлăх çинчен шутламалла, теттĕмччĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра тăрăшнă. «63 çулччен бригадир пулса ĕçлерĕм, паянхи кун та мăшăрпа Анна Петровнăпа карташ тулли выльăх-чĕрлĕх усратпăр: лаша, ĕне, сысна, хур-кăвакалĕ пурте пур. Ҫын хускану та тумасан епле-ха, пурăнасчĕ-ха, тăвансемпе, курĕш-арăшсемпе килĕштерсе. Çитес çул мăшăрланнăранпа 55 сул çитет, пĕр сăмахпа, сывлăх çес пултăр, хамăрăн та тăрăшас пулать»- хăйĕн шухăшне палăртрĕ юбиляр. Петр Владимировичпа Анна Петровна 4 ачана кун çути парнеленĕ. Паянхи кун икĕ ывăлĕпе пĕрле кун кунлаççĕ аслă çултискерсем.

  Хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн Петр Владимирович чунтан савăнчĕ, пурне те тав турĕ. Тепĕр хут сывлăх та пур ҫывăх ҫыннăрсенчен тимлĕх сунатпăр, тăванусен ăшăлăхне туйса, кил ӑшшине упраса нумай ҫул мăшăрпа кун-кунламалла пултăр сирĕн Петр Владимирович.

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика