15:36 13 июля 2022 г.
Утӑ уйӑхӗн 12 - мӗшӗнче Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи Хӑрах каспа Сӑртҫи касра пурӑнакансем Питрав кунне ирттерчӗҫ.
Ватти-вӗтти вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарчӗ, «Кӑвакал чӑмать-и?», «Вӑйӑ такмакӗсем», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» ӗлӗкхи вӑйӑсене кӑтартрӗ, конкурссенче тупӑшрӗ.
Наци тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑни аякран илемлӗ курӑнчӗ. Аслисем ҫамрӑксене вӗрентсе, хӑйсемпе тан ҫак уява явӑҫтарни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Уяв чӑннипех пурне те килӗшрӗ.
Вӑйӑ карти вӗҫленсен ҫак урамра пурӑнакансем уяв сӗтелӗ хатӗрлесе ҫырла кукӑлӗпе, пылак ҫимӗҫпе сӑйланчӗҫ. Ҫапла вара сӑртҫикассем Питрав уявне палла тӑвассине йӑлана кӗртес терӗҫ.
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района