Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асла Чементе пурăнакан Геннадий Пузайкин 75 çулхи юбилейне паллă турĕ

10:24 07 июля 2022 г.

           Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакан аслă ăру çыннисене ял администрацийĕ тимлĕх уйăрма тăрăшать. Çак кунсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев, ялти хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçи Людмила Ежова Чемен ялĕнче пурăнакан Геннадий Пузайкина çавра çулпа, 75 çул тултарнă ятпа,  саламларĕç.

 Геннадий Никифорович çак ялтах çуралса ÿснĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра водительте тăрăшнă. Éçри çитĕнÿсемшĕн ăна район, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе те чысланă. Пянхи кун вăл вĕлле хурчĕсемпе интересленет, вĕсем çинчен кĕнекесем вулать. Вăхăтĕнче вăл библиотекăра чи нумай кĕнеке вулакансен шутĕнче те пулнă. Халĕ те хаçат-журналти тĕрлĕ канашсемпе паллашать, усăллă курăксем çинчен вуласа пĕлет. Тĕрлĕ хусканусем тума та ÿркенмест, сывлăхшăн хамăрăн та чылай тăрăшмаллине палăртать.

Геннадий Никифорович Тури Чакă хĕрĕпе Елена Александровнăпа пĕрлешсе ултă ачана кун çути парнеленĕ. Паянхи кун та кил хушшинчи ĕçсене мăшăрпа пурнăçлаççĕ. Ачасене ялта туса илнĕ пахча-çимĕçпе савăнтарарас тесе тăрăшаççĕ.

Хисеплĕ Геннадий Никифорович! Сире юбилей ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика