Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче Ял уявĕ иртрĕ

15:56 16 июня 2022 г.

 

2022–мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 11-12 мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче иртнĕ Ял уявне Тури Чакă ялĕ пуçланса кайнăранпа 415 çул, Паллă çынсен çулталăкне, Патăрьел районĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине халалларĕç. Уява кирлĕ шайра ирттерсе ярас тесе кăçалхи çул ял çыннисем чылай вăй хучĕç, йăх çурчĕсене хатĕрлерĕç.

Уявăн малтанхи кунĕнче Тури Чакă ялĕнче çуралса уснĕ ентешĕмĕр Николай Карзаков ячĕпе мини-футболла 8 команда вылярĕç. Патăрьелĕн «Туслăх» команди кубок çĕнсе илме пултарчĕ.

Уявăн иккĕмĕш кунĕнче йăлана кĕнĕ пекех уçланкăра пурте пĕрле вăйă картине тăчĕç. Уяв ячĕпе Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев, Госсовет депутачĕсем Валерий Антонов, Олег Мешков, Чаваш Наци конгресĕн пайташĕ Эдуард Бахмисов уяв ячĕпе саламларĕç. Ял тăрăхĕнче тирпей-илем кÿрес ĕçре активлă хутшăннисене район тата ял администрацийĕн Хисеп хутне парса чысларĕç. Çавăн пекех уяв ячĕпе районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Фролов ăшă сăмахсем каларĕ. Куракансем уçланкăра ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Чемен» тата Асла Чементи вăтам шкул коллективĕн тата вĕренекенсен юрри-ташшисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Шупашкарти эстрада ушкăнĕн артисчĕсем те уява пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Чакăпа Чемен ялĕсенчи 18 йăх куракансене чăвашсен юрри-ташшисене, йăли-йĕркисене паянхи кун та асра тытнине кăтартса пачĕ. Йăх сĕтелĕ хушшине ялта пурăнакансемпе пĕрлех аякран килнĕ тăван-хурăнташĕсем те вырнаçни кăмăла çĕклерĕ. Кашни йăх юрă-ташăăстисемпе пуян иккен. Тăван- хурăнташран хакли никам та çуккине ял уявĕнче Чак-чеменсем тепĕр хут çирĕплетрĕç.

Уçланкăра шкул çулне çитмен ачасем валли те, аслăраххисем валли те тĕрлĕ спорт вăййисем йĕркелерĕç. Хĕрарăмсен тата арçынсен хушшинче кире пуканне йăтассипе, алă вăйне виçессипе ăмăртусем иртрĕç. Куракансем уйрăмах çамрăксем ирĕклĕ майпа кĕрешнине кăмăлтанах сăнарĕç.

Ял администрацийĕ спорт вăййисене ирттерме парнесем парса пулăшнăшăн Николай Пузайкина, Елена Ильинана, Анатолий Туптова, Сергей Фролова тата ял халăхне тавсăмахĕ каларĕ.

Юлашкинчен йăлана кĕнĕ пекех йăхсем мĕнпур тăванĕсемпе пĕрле юрласа-ташласа савăнчĕç. Уява пуçтарăннисем ял тăрăхĕн, шкул пурнăçĕ çинчен хатĕрленĕ стендсемпе паллашрĕç. Ача-пăчасем валли тĕрлĕ аттракционсем те пулчĕç.

Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче икĕ кун хушши иртнĕ уявра ял çынни те хăнасем те кăмăлтанах савăнннине палăртрĕç.  

 

IMG_20220620_142728_482

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика