Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хăйсен вăйĕпе урамри пусса тасатса тирпейлерĕç

15:58 29 октября 2021 г.

Авал пусăсем ытларах урамра вырнаçнă. Вĕсене нимелле тасатса-тирпейлесе тăнă. 4-5 çул каялла шăрăх çанталăк тăнă май пусăсенче шыв палăрмаллах чакрĕ. Ара, выльăх-чĕрлĕх усракансене уйрăмах шывĕ ытларах кирлĕ-çке.Чылайăшĕ пушă ларакан çуртсен пуссисене те тасатса тирпейлерĕç, ĕçме юрăхлă турĕç.

 Иртнĕ канмалли кунсенче Аслă Чементи Сăртçи касра пурăнакансем хĕрарăмсен совечĕн хастар членĕ Эльвира Медведева ертсе пынипе хăйсен вăйĕпе урамри пусса тасатса тирпейлерĕç. Çывăхра пурăнакансем ăна «почта пусси» тесен питĕ лайăх пĕлеççĕ. «Урамри пусăсен паллах «хуçисем» çук темелле, çапах та вĕсене ушкăнпа пĕрле тасатсах тăратпăр. Чылай вăхăт тасатмасан шывĕ те юшкăн тути калать. Маларах çак пус пурине те улăштарнăччĕ, картисене те çĕнетсе сăрларăмăр. Мулгачевсен, Медведевсен, Антоновсен, Матросовсен çемьисем кирек епле ĕçе те хастар хутшăнаççĕ. Çитес çул кас хушшинче те, пусă таврашĕнче те ушкăнпа ĕçлемеллисем татах та пулĕç-ха», - палăртать Эльвира Васильевна. Халăх вăйĕпе пусăри юшкăна тасатса кăларчĕç, ун таврашĕнчи йывăç çулçисене пуçтарчĕç. «Ку пусса авалхилле тарасапах тутарас тесе çинех тачĕ Эльвира Васильевна та. Юписене якатса, патьенлĕ турĕç. Эльвира Медведева ушкăнпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет, итлеççĕ те хисеплеççĕ те ăна. Касра вăл тăрăшнипе чылай ĕç туса ирттереççĕ çулсерен. çамрăксене те, çулпа аслисене те явăçтарма пултарать вăл», - палăртать хастар та ырă чун-чĕреллĕ хĕрарăм пирки ялти хĕрарăмсен совечĕн ертÿçи Людмила Ежова. Чăннипех те маттур çак касра пурăнакансем. Ивановсен, Антоновсен хулара пурăнакан ачисем яла килсен ÿркенсе тăмаççĕ, касшăн пĕр-пĕр ырă ĕç пурнăçлама хутшăнаççĕ. Сăмахран, 96 çулхи Нина Мулгачева тыл ĕçченĕн çурт умĕсене, пахча таврашĕсене Мулгачевсем тирпейлесе юсаса тăраççĕ. Ватă çын патне килен-каянсем те çурчĕ музей евĕр пулнине палăртаççĕ. Лайăха куç та савать çав. Малашне те лайăххине кăна тăвассишĕн пурте пĕрле тăрăшасчĕ.

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика