16:29 22 октября 2021 г.
Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи Тури Чакăра ял хастарĕсем ертсе пынипе черетлĕ субботник йĕркелерĕç. Хаяр вăрçăра пуçне хунă салтаксене чысласа лартнă Тури Чакăри часовня таврашĕнче тасатса тирпейлерĕç, каçса çуремелли çуран кĕперне тӱрлетрĕç, ларса канас текенсем валли саксем вырнаçтарчĕç.
Материалпа ял администрацийӗ тивӗçтерчӗ. Вячеслав Гордеев, Николай Иванов, Николай Никитин, Дмитрий Латышов, Евгения Сюзюкина, Александр Яганов шаннă ĕçе турĕ кăмăлпа пурнăçларчĕç. Пурнăçланă ĕç иртен - çуренсен кăмăлне те тивĕçтерчĕ.
…..«Çанталăк сивĕтсе пынă май ĕç те нумайланать, тасатмалли-тÿрлетмелли, илем кÿмелли вырăнсем татах та нумай-ха. Вăхăчĕ вара хăвăрт шăвать»,- палăртать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев.
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района