Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Чеменсем сăваплă вырăна паллă турĕç

15:59 20 октября 2021 г.

 Тăван çĕршыв пиртен уйрăлса кайнисене, аттепе аннене, çăкăр-тăвара хисеплесе пурăннине тĕпе хунă. Пирĕн хамăрăн йăха, историне, йала- йĕркесене те пĕлес пулать. Иртнисĕр малашлăх çук, тенĕ авалтан. ...

Чемен çĕрĕ çинче ырă çынсем, документсем тăрăх, 1600 çулсенче, 4 ĕмĕр каялла, тĕпленсе тымар янă. Пуянсен пусмăрĕнчен тарса Атăл шывĕ тăрăх Упамсар таврашĕнчен 7 кил пирĕн пата, Хĕрен рет таврашне, килнĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнин Астăвăм кĕнеки çинче Чемен ялĕ çинчен çапла çырни пур: « .... В 1868 году Большом Чеменеве было 78 двора, в том году проживало там 526 чел, 231 мужчина, 295 женщин. ...В основном в каждом хозяйстве было по 6-7 детей….».300 çула яхăн аталанса çак ялта тĕпленнĕ 7 килтен 78 киле çитнĕ.

Аслă Чемен тăрăхĕнчи масарсене кирлĕ шайра тасатса тирпейлесĕ тăраççĕ. Ку таранччен кив масар вырăнĕнче таса тирпейлĕ пулсан та нимĕнле паллă та пулман. Ачи-пачи вылянă- кулнă, савăнннă çак вырăнта.

2021 çулхи юпа уйăхĕн 18 мĕшĕнче Аслă Чемен ялĕнче пурăнакансем Кив масар вырăнĕнче паллă лартрĕç. Ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Чегаев, ял старости Валерий Тимошкин ырă ĕçе ертсе йĕркелесе пычĕç.

Сакăр теçетке урлă каçнă ĕç ветеранĕ, «вăрçă ачи» Роза Рафаиловна Мулгачева иртнĕ ĕмĕрĕн 70 çулĕсенчех çуралнă шухăш паян пурнăçланнишĕн савăннине пĕлтерчĕ. «Çак вырăнтан иртмессерен «малашнехи çамрăксем Кив масар вырăнĕ çинчен пĕлмĕç те , пĕр-пĕр паллă лартсан аван та...» тесе шутлаттăм.-"Акă ял-йышпа пĕрле сăваплă вырăнта пуçтарăнма май килчĕ те. Пулас ăрушăн ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Арçынсем чылайăн хутшăннишĕн те савăнтăм, куççуль те тухрĕ» палăртрĕ хисеплĕ ватă.

Пĕрле пуçтарăннă май Кив масар икĕ айккипе 130 тĕп чăрăшпа хурăн лартртса хăварчĕç.

Юлашкинчен ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Чегаев çак ĕç пĕлтерĕшне ăнланса, чăваш халăхĕн ниме йĕркипе пурнăçланă ĕçшĕн пурне те тав сăмахĕ каларĕ: «.... Çак вырăна пурте пĕрле тасатса тирпейлесе тăрасчĕ, ушкăнпа пурнăçланă ĕçсем пире малашне те хавхалантарса, вăй парса тăччăр».

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика