Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Раиса Зотова 70 çулхи юбилейне паллă турĕ

16:17 08 октября 2021 г.

       Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан  Раиса Ивановна Зотова 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Юбиляра Аслă Чемен ял тăрăхĕн специалисчĕ Наталия Кузнецоваялти хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçи Людмила Ежова Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвне парса чысланă май вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунчĕҫ.

     Раиса Ивановна çак тăрăхрах çуралса ÿснĕ. Çул çитсен ял каччипе Сергей Ивановичпа çемье çавăрнă. Пилĕк ача ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Юбиляр çамрăкран мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех сутуçăра тăрăшнă. Суту-илу ĕçĕнче 40 çула яхăн тăрăшса вăй хунăшăн район,  республика шайĕнчи Хисеп хучĕсене илме тивĕç пулнă. «Ачи те йышлă пулнă. Пурне те ура çине тăратас тесе тăрăшнă. Паянхи кун та ачасемпе мăнуксене вăй çитнĕ таран пулăшасшăн. Пахча-çимĕçне ачасем валли те хатĕрлетпĕр. Икĕ сăвăнакан ĕне, пăрусем тата ытти вак-тĕвек усранăран пушă вăхăчĕ сахалрах çав та, çĕлеме юратнăран, çынсен кăмăлне тивĕçтерес килет. Чăваш кĕпи-саппунне çĕлеттерме таврари ялсенчен те килеççĕ. Инçетрен килнĕ çынсене мĕнле хирĕçлейĕн-ха. Темле йывăр вăхăт та пулать, çапах та пуçа усман, арçынна кăна шанса та ларман. Икĕ ывалăн çемйи ялта тĕпленнĕрен тăтăшах килсе тăраççĕ, кирлĕ чухне пулăшаççĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнсан савăнатпар. Сывлăх пур чухне утасчĕ, вăй пур таран ĕçлесчĕ, çын хушшинче пуласчĕ»- сăмахлать юбиляр.

      Зотовсем ялта пурăнакансемшĕн тĕслехлĕ çемье. Карта тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча-симĕç лартса устереççĕ. 

      Хисеплĕ Раиса Ивановна, сире юбилей ячĕпе саламлатпӑр,  кил ӑшшине упраса нумай ҫул пурӑнма сывлăх сунатпăр.

 



 



 

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика