12:18 30 сентября 2021 г.
Тури Чакă ялĕнче пурăнакан Евгения Иванова ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллă турĕ.
Евгения Ивановна 1941- мĕш ҫулта Тури Чакă ялĕнче ҫуралнă. Ачалăх кунĕсенче те ахаль ларма вăхăт пулман вăл вăхăтри ҫамрăксен, мăн ҫынсемпе тан ĕҫлеме тивнĕ. Пĕр ĕҫрен те пăрăнса юлман. Тивĕҫлĕ канăва тухичченех ялти шкулта тирпейлӳҫĕре тăрăшнă. Вăл вăхăтра кăмакисене те вутпа хутса ăшăтнă.
Евгения Ивановна Тури Чакă каччипех ҫемье ҫавăрнă. Мăшăрĕ ҫамрăклах ҫĕре кĕнĕ. Евгения Ивановна 3 ачине пĕчченех пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă.
«Паянхи кун хисеплĕ ватă ывăлĕн ҫемйипе килĕштерсе пурăнать. Тунсăхласа ларма вăхăт ҫук, мăнукĕсене ӳстерме пулăшать.
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района