Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ

11:18 25 апреля 2018 г.

Çак кунсенче Чаваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атал» журналĕ, чăваш ачисен «Танташ» хаçачĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх - ман Таван çĕр-шыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕç. 

Конкурс тĕллевĕсем чăваш чĕлхипе литературине, хутшăнупа пуплев культурин çыхăнăвĕсене аталантарасси, илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литературăпа ал ĕç ăсталăх ăмăртăвне анлăрах явăçтарасси, ачасемпе студентсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма, литературăпа ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси, И.Я.Яковлевăн ырă ĕçĕ-хĕлĕпе халалĕ çинче вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси, ачасен пултарулăхне аталантарма вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене анлăрах явăçтарасси пулчĕ.

Хальхинче те Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекен Алла Краснова (ертÿçи Светлана Никитина) призерсен шутне кĕме пултарчĕ. Конкурса ачасем темле ĕç те тăратма пултарнă: хайлавсем, ал ĕçĕсем, ÿкерчĕксем  тата ытти те.  Маттур хĕрача вара  «Чи лайăх сăвă» номинацире палăрчĕ. Сăввисене виççĕрен кая мар ярса памаллаччĕ. Алла  сăввисенче тăван халăха, тавралăха, яла чунтан юратнине,  Иван Яковлева сума сунине палăртрĕ. Тăрăшни вара çитĕнÿ кÿчĕ. Малашне те хĕрачан пултарулăх çăл куçĕ ан иксĕлтĕр.

Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика