Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конкурс: тивĕçлĕ çыншăн хăвăрăн сассăра парăр

08:45 10 января 2018 г.

Районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн йăлана кĕнĕ мероприятийĕсенчен пĕри - иртсе кайнă çулăн итогĕпе чи хастар та пултаруллă, район ячĕпе чысне çỹле çĕклекен хастарсене палăртасси, "Çулталăк çынни" конкурс йĕркелесси.

Сарă йытă çулталăкĕнче пĕтĕмлетекен тупăшу вара хăйне евĕр çавра паллăпа та çыхăннă. Журналистсен пуçарăвĕпе старт илнĕ конкурс 15 хут иртет. Унăн условийĕ маларахри çулсенчи пекех. Тĕрлĕ сферăра, производствăра палăрнă хастар ĕçченсемшĕн эсир хăвăрăн шухăшăра редакцие почта урлă çырупа пĕлтерме е суйласа илнĕ кандидатшăн алă пусса çирĕплетнĕ списока илсе çитерме пултаратăр.

"Çулталăк çынни" конкурсăн кăçалхи тупăшăвне çак çынсене кĕртнĕ: Ф. Алиуллов, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ; Р. Каштанов, Хирти Пикшикри предприниматель; Ю. Васюткин, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕрентекен; В. Игорев, эколог; В. Матюшкин, Первомайскинчи вăтам шкулти физкультура учителĕ; В. Верликов, Каншелĕнчи "Çăлкуç" ансамбль ертỹçи; Н Мулгачева, Тури Чакă, хăй пурнăçĕнче виçĕ хутчен çынна вилĕмрен çăлнă; Н. Пирожков, районти хурт-хăмăр ăсти; М. Аляшкина, Алманчăри почта уйрăмĕн начальникĕ.

Конкурса ытти çулсенчи пекех район пичечĕн кунĕччен, нарăсăн 8-мĕшĕччен пĕтĕмлететпĕр.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Эсир тивĕçлĕ кандидатшăн хăвăрăн шухăшăрсене пирĕн редакцие çитерессе шанатпăр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 61-4-49, 62-5-28.

Вулакана пĕлме

Ку таранччен "Авангард" хаçат редакцийĕ йĕркелекен конкурса 166 çын хутшăннă. Юлашкинчен "Çулталăк çынни - 2016" хисеплĕ ята нумай сасă пухса Олег Лаврентьев предприниматель тивĕçрĕ.

Сăмах май каласан, Олег Александрович Патăрьелĕнчи "Стройдом" суту-илỹ çурчĕн аслă хуçи. Усламçă хăйне евĕр меценат та шутланать: чиркỹсене пулăшать, уйрăм çынсене ырă тума тăрăшать, ял илемĕшĕн чылай ĕç тăвать тата ытти те.

"Авангард" хаçат редакцийĕ

село Алманчиково Батыревского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика