Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ентешсем хĕсметре те маттур

14:49 16 октября 2017 г.

Пăлапуç Нурăсĕнчи Федор Николаевичпа Людмила Ильинична Михайловсем 22 çул пĕр сукмакпа утаççĕ. Пилĕк ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Аслă  ывăлĕ Коля иртнĕ çулхи май уйăхĕнче салтакран таврăнчĕ. Анапа хулинчи 108-мĕш десантсен штурм полкĕнче хĕсметре тăнă. Коля киле таврăничченех Илья шăллĕ те Конституции тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕ. Вăл Калугăра вĕрентÿре пулнă хыççăн Мускав облаçĕнчи Алабино çывăхĕнче танк полкне лекнĕ. Çак кунсенче «Танк биотлонĕ – 2017» ăмăрту иртнĕ. Кунта тĕрлĕ çĕршыври 19 команда хутшăннă. Финалта вара пĕрремĕш вырăна Раççей, иккĕмĕш – Казахстан, виççĕмĕш – Китай, тăваттăмĕш – Белорусь командисем йышăннă. Раççей командин çитĕнĕвĕнче пирĕн ентешĕн, Илья Михайлов салтакăн та тÿпи пур, вăл танк сăрлас ăмăртура чи мала тухнă, Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ентешсен маттурлăхĕпе эпир те мăнаçланатпăр, каччă хăй тивĕçне лайăх пурнăçласа таврăнасса шанатпăр.

 

Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского района

Первоисточник: газета "Авангард" Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика