Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕчĕк ял пурнăçĕ

09:05 09 августа 2017 г.

Тăван кĕтес çырлан туйăнать...

Пăлапуç Нурăс район центрĕнчен самай аякра вырнаçнă. Каçал енпе чикĕленекен вăрман тăрăхĕнчи яла чылайăшĕ çитсе те курман, хут çинчен çеç пĕлеççĕ-тĕр. Хăйсен тăван кĕтесне çырлапа танлаштаракансем патĕнче эпĕ черетлĕ командировкăра пултăм

Çул сарăнать, чун савăнать

Кăнтăр апачĕччен самай маларах яла çитрĕмĕр пулин те, тавралăхра шăплăх хуçаланатчĕ. Унталла пăхсан та, кунталла пăхсан та çын утни те, ача-пăча çуйхашни те илтĕнмест. Калăн, кунта никам та пурăнмасть. Ял старостипе _ Римма Гладковăпа _ вăрман еннелле утса хăпарнă май, шăплăха çурса трактор-автомашина кĕрленĕ сас илтĕнме пуçларĕ. Тинех мана та "чун" кĕрсе кайрĕ. Ара, 40 çухрăм хыçа хăварса пушă алăпа ĕçе каяс килет-и-ха?

Халиччен транспортпа кĕме-тухма йывăр пулнă сад урамĕнче паян пикенсех çул сараççĕ. Генеральнăй подрядчикĕ _ "Стройка _ 21" тулли мар яваплă общество, субподрядчикĕ - ДПМК "Батыревский" общество. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак касра тахçанах кĕтнĕ ĕç шавĕ пуçланнă. Строительсене пулăшма шкул ачисем те, аслисем те тухнă. Вĕсем бульдозерпа чыштарса тикĕсленĕ хыççăн айккинелле ỹкнĕ чулĕсене тирпейлесе пыраççĕ. Хăшĕ-пĕри тата хăйсен умне шыв юххи вырнаçтарса хăварас тесе ăшталанать. Урамра туя çине таянса тăракан кинемейсемпе мучисем пĕринчен тепри çул сарнăшăн савăннине каласа пĕтереймеççĕ. Ара, ял çыннин кăмăлне тупма нумай кирлĕ-им?

 

Хаклав

Л. Юркина, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ:

"Юлашки çулсенче Пăлапуç Нурăс ялĕн сăн-сăпатне улăштарас тĕлĕшпе чылай тăрăшатпăр. Çакна та палăртса хăвармалла. Кунта тĕрлĕрен программăна явăçса ĕç тăвас тĕлĕшпе халăх вăйĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса пĕлтĕр палăк уçрăмăр, кăçал ун çумне пушка вырнаçтартăмăр. Халăх хастарлăхĕпех чавнă кỹлĕ те паян ял илемĕ шутланать. Ял тăрăхĕнчи кашни ялтах майĕпен кĕме-тухма йывăр урамсене "çутта" кăларатпăр. Пăлапуç Нурăсĕнче виçĕмçул Советская урама çапла хăпартса чул сарнăччĕ".

 

Никĕсĕ çирĕп пултăр, ачисем патвар ỹсчĕр

Паян патшалăх программипе туса панă икĕ хутлă хăтлă çуртра пурăнакан Андреевсем хăйсен савăнăçне пайласа пĕтереймеççĕ. "Пирĕн пек нумай ачаллă çемьесене пулăшнăшăн патшалăха чун-чĕререн тав тăватпăр. Ял администрацийĕ те çак ĕçе хăвăртлатас тесе чылай тăрăшрĕ. Вĕсен ячĕпе те ăшă сăмах çеç калатпăр. Хальхи вăхăтра 6 ачапа хулари евĕр хăтлă çуртра пурăнса савăнатпăр",_ качака фермине ĕçе кайма васкакан кил хуçи вăхăтне шеллемесĕрех пирĕнпе ăшпиллĕн калаçрĕ. Мăшăрĕ, Алексей Николаевич, хальхи вăхăтра Мускава ĕçлеме çỹрет. Çамрăк çемье малашне хуралтă таврашне çĕнетсе ытларах выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрас ĕмĕтпе.

 

Ял варринче, тỹремре, капăр, çĕнĕ ФАП ларать

Аякранах курăнса ларакан фельдшерпа акушер пунктĕнче эпĕ пынă чухне те ял çыннисем пурччĕ. Пĕр кинемейĕн юн пусăмĕ ỹссе кайнă, çĕрĕпе пуçĕ ыратнăран ирпе ирех М. Тихонова медсестра патне килнĕ. Çамрăк ача амăшĕ ял фельдшерĕнчен пĕчĕк пепки мĕншĕн канăçсăрланнине пĕлесшĕн. Марина Ивановна хăйĕн пациенчĕсене кăмăлтан йышăнать. Ватă çынна лăпланма тỹрех чĕлхи айне эмел хучĕ, пылак шыв пачĕ. Шăпăрлана та шакăртмисемпе илĕртсе йĕме чарчĕ, чĕре таппине итлерĕ, çăвар ăшчиккине сăнарĕ, хырăмне тытса пăхрĕ... Шурă халатлă сиплевçĕ гипнотизер тейĕн, лешĕ те çийĕнчех йĕме чарăнчĕ...

Кун каçа темĕнле лару-тăру та сиксе тухать. Тепĕр чухне ватă çынсем аптăраса ỹксен килĕсене те чупса кайма тивет. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 220 çын ФАП çăмăллăхĕпе усă курнă. Ытларах юн пусăмĕ пысăккипе, пуç ыратнипе, алă-ура сурнипе... пулăшу ыйтма килекенсем йышлă. Ялта çĕр процент тенĕ пекех диспанскеризаци тухса хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ. Шел пулин те, юлашки çулсенче онкологи чирĕпе аптăракансем йышланса пыни пăшăрхантарать. Çапах та пысăках мар ялта вăрăм ĕмĕрлисем те сахалăн мар, 80 çул урлă каçнă 18 çын пурăнать. çакă савăнтарать. Феодора Андреевна Айкина вара пуриншĕн те ырă тĕслĕх: кинемей 94 çулта!_паллаштарчĕ кĕскен Пăлапуç Нурăссемпе ял тухтăрĕ.

 

Хурăн милĕкĕ мучие хурлăх кăтартмасть

Пурнăçра ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ çын пирки сăмах хускатсан, Римма Петровна ял старости тỹрех П. Иванов ятне асăнчĕ.

Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан мучи эрех-сăрапа иртĕхмест, чикарккă мăкăрлантармасть... Урăхла каласан, ĕмĕр тăрăшшĕпех сывă пурнăç йĕркипе пурăнать. Ун вырăнне вăл хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа çỹресе сывлăхне тĕреклетет. 85 çулхи арçын паян та велосипед çине утланать те Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнчи чиркĕве кĕлле каять. Эпир пынă чухне те çемье пуçлăхĕ алă усса çеç лармастчĕ, хĕрсех милĕк хатĕрлетчĕ. Ăна вăл вăрмантан траттайккăпах турттарать. Хурăн милĕкĕ мунчара уншăн чун уççи, ỹте çамрăклатать, вăй хушать. Ахальтен мар ĕнтĕ Петр Владимирович кăçал çеç сухапуçне алăран янă.

 

Вулакана пĕлме

Паянхи кун Пăлапуç Нурăсĕнче 139 хуçалăх, вĕсенчен 39 -шĕ пушă. Ялта чăваш, вырăс, ирçе наци çыннисем пурăнаççĕ. Ял халăхĕ ытларах выльăх-чĕрлĕх усраса пурнăçа сыпăнтарать.

Альбина Егорова.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика