Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Класс сехечĕ "Сиенлĕ йăласем"

16:30 09 февраля 2017 г.

   Нарăсăн 8-мĕшĕнче 5-6 классенче Юркина Н.Н. класс ертÿçи «Сиенлĕ йăласем» ятпа класс сехечĕ ирттерчĕ. Чи малтанах ачасем сывă пурнăç йĕркин тĕп правилисене аса илчĕç. Сиенлĕ йаласем çинчен калаçрĕç, пирус туртни çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Надежда Николаевна пирус витĕмĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çитменнине тата пирус туртса тултарнă пÿлĕмре пулакан туртман çынсемшĕн те табак тĕтĕмĕ хăрушши çинчен каласа пачĕ. Пирус витĕмĕ çинчен калаçнă хыççăн ачасем ятарласа хатĕрленĕ буклетсемпе паллашрĕç. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма тĕв турĕç. Сывлăха ачаранах упрамаллине палăртрĕç.

   «Сывлăхран хакли ним те çук, - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе килĕшмеллех. Сывлăхлă çын çеç пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме – тулли пурнăçпа пурăнма пултарать.

МБОУ " Бахтигильдинская ООШ" Батыревского района

Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика