Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Новости » Чăваш чĕлхин кунĕ

00:00 26 апреля 2006 г.

Йăлана кĕнĕ май, И.Я.Яковлев çуралнă куна, ака уйăхĕн 25-мĕшне, 1992 çултанпа Чăваш чĕлхин кунĕ тесе палăртма йышăннă. Юлашки çулсенче çак патшалăх уявĕ тĕлне библиотекăсенче, шкулсенче, чăваш чĕлхин кунне ирттересси анлан сарăлчĕ.

Çак мероприятисен тĕллевĕсем - ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлỹлĕхне ỹстерме пулăшасси. Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче те чăваш чĕлхин кунне паллă турăмăр. "Çут тĕнчепе пĕр тан тăван чĕлхемĕр" ятлă кĕнеке куравĕ хатĕрлерĕмĕр. "Чăваш чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе" ятлă литература композицийĕ ирттертĕмĕр.

Çак уява паллă тума шкул-интернатра вĕренекенсене йыхравларăмăр. Вĕсем хапăл тусах килĕшрĕç. Палăртнă вăхăтра ачасем вулав залне пуçтарăнчĕç. Уявра ачасем чăваш чĕлхине халалласа çырнă сăвăсем вуларĕç. И.Я.Яковлевăн "Ача-пăча калавĕсем" ятлă кĕнеки тăрăх ирттернĕ викторинăна активлă хутшăнчĕç. Уяв пурне те кăмăла кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика