Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чӑваш Сурӑмĕнче шахматçӑсен Питрав турнирĕ иртрĕ

16:38 11 июля 2022 г.

Утӑ уйӑхĕн 9-мĕшĕнче Чӑваш Сурӑмĕнчи культура çуртĕнчи фойэре шахматла выляссипе Питрав турнирĕ иртрĕ. Ку турнира йӑлана кĕнĕ йĕркепе иртнĕ  çулсенче яланах утӑ уйӑхĕн 12-мĕшĕнче ирттернĕччĕ. Кӑçал вара шӑматкун, Чӑваш Сурӑм пуххи умĕн, Питравччен виçĕ кун малтан ирттертĕмĕр. Турнира Пĕтĕм тĕнчери шахматçӑсен кунне (утӑ уйӑхĕн 20-мĕш кунĕнче пулать) халалларӑмӑр.

Тунира тӑхӑр шахматçӑ хутшӑнчĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе выляса хӑйсен пултарулӑхне тĕрĕслерĕç, сакӑршар вӑйӑ вылярĕç. Тĕрĕслев вӑхӑчĕ кашни вӑйӑçӑн 15 минут пулчĕ. Виççĕмĕш вырӑна В. Ефимов (Ехремкасси – 5,5 очко): иккĕмĕш вырӑна Андрей Порфирьев (Ленинград облаçĕнчи Кудрово хулинчен, 6 очко), пĕрремĕш вырӑна кӳршĕллĕ Тивĕш ялĕнчи Лев Краснов (6 очко) тивĕçлипе çĕнсе илчĕ.

Çĕнтерӳçĕсене Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Инга Игнатьева медальсем çакса ячĕ, дипломсемпе парнесем парса чыс турĕ. 12 çулхи Андрей Порфирьев чи çамрӑк шахматçӑ, 86 çулхи Лев Краснов чи аслӑ вӑйӑçӑ ята, Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Турнира ирттерме С. Багровпа А. Порфирьева тата Чӑваш Сурӑмĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ А. Ильина пулӑшрĕç.

Çавӑн пекех Элĕкри «Хĕлхем» ФСК-ри В. Громовпа С. Леонтьева шахмат сехечĕсемпе шахмат партийĕсем уйӑрса панӑшӑн тав сӑмахĕ калатпӑр. Юлашкинчен шахмӑтçӑсем хаваспах асӑнмалӑх сӑн ӳкерĕнчĕç. Вĕсем хӑйсен шухӑшне те палӑртрĕç: физкультурниксен кунне паллӑ тунӑ кун çак мероприятие районта иртттерсен пит меллĕ пулĕччĕ.

 

 

        

 

Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика